27 января 2012 г.
Виçĕм кун Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕн центрне районăн чи маттур çамрăкĕсем пухăнчĕç. 22-ĕн вĕсем. Камсем тата ăçтан пулнине пирĕн хаçатăн кăрлачăн 18-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пĕрремĕш страницăра пичетленĕччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн иртнĕ çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче кăларнă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕсем вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, спорт, производство, управлени, общество ĕçĕ-хĕлĕнче тата бизнес проекчĕсем хатĕрлес енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов стипендиатсене тата кунта килнисене Раççей историйĕн çулталăкĕ пуçланнă ятпа саламларĕ. Унпа пĕрле килнĕ Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассин ăслăлăх институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Ю.Карпенко та яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн ăшă сăмахĕсене шеллемерĕ. Юрий Дмитриевичпа Владислав Васильевич стипендие тивĕçнисене тунă çитĕнÿпе лăпланса ларма хушмарĕç, малалла аталанма, çĕнни шырама, палăртни патне çирĕп утăмсемпе талпăнма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Районăн маттурĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Унтан вара президент стипендине тивĕç пулнине ĕнентерекен, илемлĕ рамкăна вырнаçтарнă хутпа, хĕвел шевлиллĕ сăн-питпе анчĕç.
В.АЧЧА