АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята тивĕçнĕ çын – хисеплĕ

25 января 2012 г.

Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар теççĕ чăвашсем. Кашни çын хăй ĕмĕрне расна хаклать. Пĕри ăна ĕмĕр тăршшĕпе пухнă мулĕпе виçет, тепри – хăйĕн сумлă ĕç вырăнĕпе, виççĕмĕшĕ – чапĕ-ăсĕпе, тăваттăмĕшĕ – çаврăнăçулăхĕпе, пултарулăхĕпе, пиллĕкмĕшĕ ачи-пăчине ăс парса, çĕршыва, халăха, хăйне юрăхлă чăн-чăн çын ÿстерсе çитĕнтернипе... Пĕтĕмĕшле илсен вара – ĕмĕр сакки пуриншĕн те сарлака, унта ырри те, усалли те пайтах.

Ырă ята тивĕçнĕ çын – хисеплĕ. Ваттисем ятлă çынна ял савать тесе ахальтен каламан-тăр. Чыслă та сумлă ята çĕнсе илес тесен, çыннăн ĕçчен пулмалла, кунĕн-çĕрĕн вăй хурса, тăрăшса ĕçлемелле. Унсăрăн пуянлăх та, мул та, мухтав та, чап та, хисеп те пулмасть.

Эпĕ хаçат тусĕсене Микушка ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Петрович Григорьев операторпа паллаштарасшăн. Вăл 1952 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Мария Ивановнăпа Петр Григорьевич Орловсен çемйинче кун çути курнă.

Хучелти 8 класлă шкултан вĕренсе тухсан çамрăк каччă Енĕш Нăрваш шкулĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. 1970-1972 çулсенче Анатолий хĕсметре, Çурçĕр тинĕс флотĕнче, пулнă. Унтан таврăнсан пĕр çул Çĕнĕ Шупашкарти техучилищĕре професси илнĕ. Кĕçех А.Григорьев В.И.Чапаев ячĕллĕ РТИ-ре ĕçлеме тытăннă. Унта вăл тăватă çул хушши тимленĕ.

1977 çулта Анатолий Микушка хĕрĕпе, Иринăпа, пĕрлешсе çемье чăмăртанă. 1977-1997 çулсенче Анатолий Петрович Канашри элеваторта мастер тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Ĕçчен те тăрăшуллă мастера ĕçри çитĕнÿсемшĕн пĕрре кăна мар хисеп хучĕсем тата парнесем парса хавхалантарнă.

Паянхи кунччен, вун пилĕк çул хушши, А.Григорьев Хучел шкулĕнче операторта тăрăшать, хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Шкулта яланах ăшă тата хăтлă.

Ял çинче те Анатолий Петрович ырă ятлă, ял халăхĕ ăна хисеплет. Мăшăрĕпе, Ирина Николаевнăпа, вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕн, Юрийăн, çемйинче икĕ ывăл ÿсет. Вăл Чулхула облаçĕнче ĕçлет. Хĕрĕн Натальйăн ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Вăл тĕп хулари пĕр больницăра тăрăшать.

Çак кунсенче Анатолий Петрович 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир, пĕрле ĕçлекенсем, ăна ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, тулли телей сунатпăр.

А.ПУРШ, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика