АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх артисчĕ ăсталăх урокĕ ирттернĕ

25 января 2012 г.

"Шевле" халăх фольклор коллективĕн участникĕсем – ертÿçи Ольга Егорова, Виталий Дмитриев аккомпаниатор, Канашри ветерансен хорĕн ертÿçи Иван Кириллов тата Людмила Пантелеймонова библиотекарь – Чăваш халăх артисчĕпе Василий Васильевпа тĕл пулчĕç. Василий Васильевич вĕсемпе мастер-класс ирттерчĕ. Оперăн ăста артисчĕ, тенор хăйĕн çулĕсене пăхмасăр, вăл 77-ре, куракансене уçă сассипе савăнтарать. Василий Васильев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тата халăх артисчĕ сумлă ятсене тивĕçнĕ, "Чĕнтĕрлĕ чаршав" преми лауреачĕ.

Паллă ентешĕмĕр 1935 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Ачча салинче çуралнă. Хусан консерваторине вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ пулнă.

Василий Васильевич калăпланă тĕп сăнарсенчен çаксене палăртма кăмăллă: Федор Васильевăн "Анаткасра" комедири Никонур, Пуччинин "Тоска" оперинчи Сполетта, А. Вертовскин "Кто брат, кто сестра" водевилĕнчи Рославлев, Николай Римский-Корсаковăн "Царская невеста" оперинчи Бомелий, Григорий Хирбюн "Нарспи" оперинчи Сетнер, Ф.Васильевăн "Шыварманĕнчи" Палля тата ыттисем те. Ача-пăча валли лартнă спектакльсенче те рольсене нумайлăха асра юлмалла калăпланă: Г.Роттан "Волшебная песня" спектаклĕнчи Волька Костыльков, Кравченкон "Ай да, Балда!" оперинчи Шуйттан çури, И.Розенштейнăн "Помоги олененку" спектаклĕнчи Мальчиш-Кибальчиш тата ыттисем те.

Çапах та тĕл пулура тĕп вырăнта "Веçех 15 çул каялла пуçланнă" ятпа хатĕрленĕ юбилей каçĕн сценарийĕпе репертуарне сÿтсе явни пулчĕ. Катекри "Шевле" халăх фольклор коллективĕ 15 çул тултарнине халалланă уяв каçĕ февралĕн 12-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче иртет. Коллектива йĕркелесе янин историйĕ хăйне евĕр интереслĕ. Халăх юрри-ташшине юратакансене пĕр тĕвве пуçтарас шухăш чи малтан Ольга Егоровăпа Иван Кириллов музыкантăн çуралнă. "Шевле" икĕ ушкăнран – ачасен тата çитĕннисен – тăрать. 1997 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче коллектива "халăхăн" ятпа чысланă. Çакна çирĕплетекен свидетельствăна ун чухнехи культура министрĕ Ольга Григорьевна Денисова хăй панă.

"Шевле" фольклор ушкăнне тĕрлĕ професси çыннисем çÿреççĕ, вĕсем халăхăн авалхи йăли-йĕркине куракансен умне кăларса унти ырă енсене малалла аталантарма тăрăшаççĕ.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА,

Ачча ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика