АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çул кăтартăвĕсем

25 января 2012 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Районти ял хуçалăх производстви 2011 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур;

2011 çулта районти хуçалăхсенче 613,0 тонна (е 95 проц.) аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарса пынине пула аш-какай илесси те пĕчĕкленчĕ. Сыснасем юлманпа пĕрех. "Канаш", "Восход", "Исток" пĕрлĕхсем тата "Родина" ЯХПК иртнĕ çулхинчен ытларах аш туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма пултарнă. Туса илнĕ аш-какайăн мĕн пур калăпăшĕн 48,0 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, 12 проценчĕ – сысна ашĕ, 37 проценчĕ – кайăк-кĕшĕк ашĕ.

Районта иртнĕ çул пĕтĕмпе 4821 тонна сĕт суса илнĕ, ку вара 103 процентпа танлашать. "Путь Ленина", "Цивиль", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.

Халăхран сĕт пуçтарни – хуçалăха аталантармалли хушма çăл куç пулнине тăтăшах калатпăр. Апла пулин те паян районта икĕ хуçалăх кăна ("Родник" тата "Исток" ) халăхран сĕт пуçтараççĕ.

Пĕр ĕнерен вăтамран 3485 кг сĕт суса илнĕ (виçĕм çул – 3511 кг). "Канаш" ООО – 5033 килограмм, "Агат" ООО – 4330 килограмм, Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферми 4868 килограмм, "Нектар" ООО – 3938 килограмм, "Цивиль" ООО 4338 килограмм сĕт кашни ĕнерен суса илнĕ. Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру ерипен-ерипен йĕркене кĕрсе пырать. Паян ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пымалла. Кĕтĕве çĕнетсе çитерме сахалтан та 3 çул кирлĕ. Ĕнесен шутне пуçпа шутламасăр тĕлли-паллисĕр чакарса пымалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет халăх каларăшĕ. Çавăнпа та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни – сĕт.

Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2011 çулта 39,3 ц (2010 çулта – 40,1 ц) аш-какай, 313,3 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ тата "Канаш" хуçалăхсен.

Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3394 пуç шутланать, 2010 çулта ку вăхăт тĕлне 3424 пуç пулнă. "Цивиль", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Исток", "Родина", "Хучель", "Сормовский" хуçалăхсенче выльăхсен шутне малтанхи шайра сыхласа хăварнă.

Ĕнесен шучĕ – 1395 пуç, виçĕм çул 1340 пуç пулнă (55 ĕне ытларах). Шел пулин те, хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне чакарса пырать. "Пинер" пĕрлĕхре ĕнесен йышĕ 59 пуç чакнă. Çав вăхăтрах "Цивиль" тата "Канаш" хуçалăхсем кĕтĕве пысăклатма пултарнă. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.

Пĕтĕмпе 1438 пуç пăру илнĕ (2010 çулта – 1442). "Нектар", "Канаш", "Хучель", Киров ячĕллĕ, "Родник" хуçалăхсенче пĕлтĕр виçĕм çулхинчен ытларах пăру илнĕ. Ĕне кĕтĕвне çамрăк выльăхсемпе çĕнетесси пĕтĕмĕшле илсен виçĕм çулхи шайран чакнă. Çапах та "Цивиль", "Канаш", "Исток" тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 452 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем "Путь Ленина", "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче. Енчен те эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.

Отрасльте уçăмлăх çуккипе сыснасен йышĕ питĕ вăйлă чакса ларчĕ. Халĕ вĕсем районта 555 пуç шутланаççĕ. Складсенче выртакан тырра выльăх апачĕ çине ярса аш-какай туса илсе сутма май пурри çинчен манар мар.

Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермеллине, ĕнене 1 литр сĕт антарма 4-5 литр шыв кирлине, ăратлă ĕнесене кунне 180 литр таран шыв ĕçтермеллине çирĕп шута илмелле. Ĕнене куллен таса шыв (лăпăр-лапăр мар!) ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла. Хĕллехи вăхăтра выльăхсене уйрăмах кирлĕ витаминсемпе пуян хыр-чăрăш лăссипе апатлантармалла. Сĕт тасалăхĕшĕн тăрăшма та тахçанах вăхăт. Сĕт хакĕ унăн пахалăхне кура йĕркеленет.

Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет.

С.ВАСИЛЬЕВ,

район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика