АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл ялĕн топ-менеджерĕ

25 января 2012 г.

Çеçпĕл ялĕнче вырăнти вăтам шкул директорĕ А.Петров нумай çынна тĕрĕс çул çине тăратнă тени час-час хăлхана кĕре пуçларĕ. Чăнах та Александр Яковлевич ăслă сăмахĕсемпе, çынна хисеплесе çепĕççĕн кăна "тăванăм" тесе каланипе ырăлăхпа çынлăх сĕмĕпе ытамлать, хăйĕн майлă çавăрма пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки çапла калаççĕ: "Вăл – пирĕн ялăн тата шкулăн маякĕ".

Паллах, кашни ялăн патшалăхăнни е хуланни пекех хăйĕн геройĕ, маякĕ пур. Кунта вăл кам пулса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ мар.

Шкул директорĕсем те ытти çынсем пекех тĕрлĕрен пулаççĕ. Паллах, вĕсемпе хутшăнасса та тĕрлĕрен хутшăнаççĕ. Александр Яковлевича вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те, ял çыннисем те хисеплеççĕ, вăл ертсе пынипе шкулта тата ялта мĕн тунине ыттисене ăмăртмалла тенĕ пек каласа параççĕ. Çав ĕçсем – стадион та, парк та, çĕнĕ шкул та, пысăк тухăç паракан хăмла сапанĕсем хатĕрлемелли теплица та, чăваш поэзийĕн классикне Çеçпĕл Мишшине асĕнче упракан украин шкулĕсемпе тата çыннисемпе тытакан туслăх та. Украинăри тусĕсем – поэт çуралнă ялăн, Чăваш Енĕн час-час хăнисем, çеçпĕлçĕсем – Украинăн.

Хальхи вăхăтра шкулта, ялта ырри ним те çук теме пăхаççĕ хăш-пĕрисем. Енчен те ялпа шкул пуçĕнче чăн-чăн топ-менеджер, тепĕр майлă каласан, ялпа шкул маякĕ, тăрать пулсан пĕлмелли, курмалли тем чухлех.

Çапла, паян нумайăшне ялта пурăнма çăмăлах мар. Вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстерме шантараççĕ пулин те, выльăх-чĕрлĕх тытмасан, сад ĕрчетмесен, пахча çимĕç ÿстермесен ĕмĕре пурăнса ирттерме кансĕртерех. Çакна паянхи шкул директорĕ А.Петров Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ хыççăн ашшĕ йывăр чирлесе ÿкнине пула яла таврăнма тивсен питĕ лайăх ăнланса илнĕ. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вăл хăйĕн шăпине тăван ялпа çыхăнтарма шутланă. Ун чухнех çамрăк топ-менеджер районти çут ĕç пайĕн заведующине И. Губанова унăн учителĕсем ял çыннисемшĕн пуласлăхран килнисем, ыттисенчен курăмлăрах, ăсĕсемпе самаях çÿлте, ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрассине пĕлтернĕ. Ку енĕпе Çеçпĕл шкулĕн вĕрентекенĕсен паха йышши панулмипе груша, крыжовник, хурлăхан, шутсăр хитре чечексем, пысăк тухăç паракан чи лайăх помидор, хăяр, пăрăç пулмалла. Александр Яковлевич хăй те физкультура учителĕпе А.Николаевпа хурт-хăмăр ĕçне пуçăннă. Шкул 125 çул тултарнине паллă тунă кун хăнасене хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ тутлă шăршăллă пылпа сăйларĕç. Ял çыннисем çурт-йĕр таврашĕнче вĕсен опычĕпе усă курĕç. Кĕскен каласан, хушма хуçалăх пулсан пурнăç самаях лайăхланĕ, çăмăлланĕ.

Шкул директорĕ унăн учителĕсем хăйсен пурнăçне лайăхлатасси çине ытларах пăхнине кура уроксем хыççăн вĕренекенсемпе сахалтарах хутшăнма пултарнине, хăйне пăхма вăхăт сахалланине питĕ лайăх ăнланнă. Анчах та çак сăмахсем Çеçпĕл шкулĕн педагогĕсене нихăш енчен те пырса тивмеççĕ. Вĕсен топ-менеджерĕ директора ларсанах вĕренекенсен ĕçлеслĕхĕ учитель класа çĕнĕ костюмпа пырса кĕрсен 10 процент ÿсет тесе асăрхаттарнă.

Шкул юбилейне уявланă чухне тухса калаçнисенчен нумайăшĕ кунта оптимистсем ĕçленине, ялти наци шкулне çĕнĕрен чĕртес енĕпе нумай ĕç тăвас текенсем пулнине палăртнă.

Шкул ачисемсĕр ял уявĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, сăмахран, çăварни, лапта, волейбол, футбол, йĕл-тĕрпе чупасси, йышпа уçăлма тухасси иртмеççĕ. Директор тăрăшулăхне кура Çеçпĕл Мишшин музейĕ, парк, лайăх ĕçлеççĕ, тĕрлĕ стенд тĕрĕс-тĕкел упранать.

"Этем этеме эмель", – теççĕ халăхра. А.Петров çак каларăша тĕп вырăна хурать. "Воспитатель пулас тесен хăвăн лайăх воспитани илнĕ çын пулмалла. Хăйне киревсĕр, йĕркесĕр тытакан çын тискер кайăкран та хăрушăрах", – теме юратать вăл. Тĕрĕс те анлă пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăша яракан сăмахсем.

Чăн-чăн Çеçпĕл çынни пуласси питĕ яваплă. Анчах та пуриншĕн те кунта идеал Çеçпĕл Мишши хăй, çавăн пекех директорпа нумай учитель пулса тăраççĕ. Шăпах вĕсен чĕрисенчен кашни çемьен тата Çеçпĕл ялĕн несĕлĕн ырăлăхĕ, совеçĕ çăл куç пек тапать.

Ял тата шкул топ-менеджерĕ А.Петров çакна çирĕплетсе калать: кашни учитель кашни вĕренекене ырă тума, хăвăн тата наци тивĕçлĕхне упрама, ялти шур сухалсен халалне асра тытма, çемьерен тата йăхран тухса кайсан çемье тата йăх чысне ялан çÿле çĕклеме, тăван Çеçпĕл ялĕнчен уйрăлнă чухне ял тата Çеçпĕл Мишши ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма, Чăваш Енрен инçете тухса кайсан Чăваш ячĕпе мăнаçланма, мухтанма вĕрентет.

Е.ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ,

педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, çыравçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика