25 января 2012 г.
Мухтанаççĕ хăйсен паттăр ентешĕпе Совет Союзĕн Геройĕпе А.Петров генерал-майорпа Ачча тăрăхĕн çыннисем. Библиотека заведующийĕ Л.Пантелеймонова культура çуртĕнче Антон Петрович çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа "Паттăрлăх ĕмĕрĕпех чĕрĕ" ятпа портрет каçĕ ирттернĕ. Вăлах Антон Петровичăн çарти пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стенд хатĕрленĕ. Ун умĕнчен ватти-вĕтти татăлма пĕлмен.
Мероприятире патриотла юрă-сăвă янăранă. Ачча вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, ял тăрăхĕн "Шевле" фольклор ансамблĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, опера юрăçи В.Васильев концерт лартса панă. "Иртнĕ вăхăтăн паттăрĕсем" темăпа йĕркеленĕ электронлă презентаци пурин кăмăлне те кайнă. Юбилей каçне килнисем Л.Пантелеймонова А.Петровпа М.Левицкине халалланă "Аслă вăрçăн паттăрĕсем" брошюрăпа пуçласа паллашнă. Итлекенсем хушшинче паттăр ентешĕн тăванĕсем те пулнă. Вĕсем çак мухтавлă çынпа çыхăннă вăхăтсене аса илнĕ, унпа чунтан мăнаçланнине пытарман.
Мероприяти вĕçленсен те кунта килнисем килĕсене кайма васкаман. Вĕсем аса-илÿсемпе киленнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.