АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналист тивĕçĕ – халăхшăн ĕçлесси

25 января 2012 г.

Шăмат кун, кăрлачăн 21-мĕшĕнче, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалласа савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç.

Журналистсемпе полиграфистсене, кĕнеке кăларакансене, массăллă информацин электронлă хатĕрĕсен представителĕсене, журналистика ветеранĕсене, хаçат саракансене, студентсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

– Чăваш Енре регистрациленĕ массăллă информаци хатĕрĕсем 250 яхăн. Республикăра пурăнакансенчен кашниех хăйне интереслентерекен информацие кирек хăш вăхăтра та хаçат-журнал вуласа, радио итлесе, телевизор пăхса, Интернета кĕрсе пĕлме пултарать. Эсир – профессионалсем, хăвăрăр ĕçĕре çÿллĕ шайра тăватăр. Сирĕнтен кашниннех пултарулăх çĕклемĕ вăл – пысăк пĕлтерĕшлĕ трансляцисен тата тÿрĕ эфирсен çĕршер сехечĕ, çĕнĕ хыпарсен оперативлă кăларăмĕсем, статьясем, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хатĕрленĕ "вĕри" репортажсем, паллă изданисем, халăха ăнланмалла çырнă кĕнекесем. Эсир яланах пулса иртекен событисен варринче. Уйрăмах кирлĕ, паха тата актуаллă ыйтусене çутатса парасси, влаç йышăнăвĕсене халăх патне çитересси – татăклă та яваплă ĕç. Çапла майпа Чăваш Ен аталанăвне сисĕмлĕ тÿпе хыватăр, – терĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пичет ĕçченĕсен ушкăнне Тав çырăвĕпе тата хаклă парнесемпе хисеп турĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов професси уявĕ ячĕпе саламласа калем ăстисен çитĕнĕвĕсене палăртса хăварчĕ. Вăл "Атăл-Волга издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕн яваплă секретарьне Елена Трофимовăна Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова республика пурнăçĕнчи паллă событисене республикăри, район-хулари корпоративлă массăллă информаци хатĕрĕсен, пичет ĕçченĕсем хутшăнмасăр иртменнине палăртрĕ. Вăл пурне те республика, унăн кашни çыннин ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçсемшĕн тав турĕ, залра ларакансене телей, ырлăх, пултарулăх ĕçĕнче пысăк ăнăçусем сунчĕ.

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Раççей Журналистсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Всеволод Богданов саламне вуласа пачĕ. Малалла ăста журналистсене чысларĕ. "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат редакторĕ Маргарита Ильина тата "Чувашпотребсоюз" хаçат редакторĕ Çемен Элкер ячĕллĕ, "Хресчен сасси" хаçат корреспонденчĕ Лариса Никитина тата "Чăвашрадио" корреспонденчĕ Альбина Фомина Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсем пулса тăчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти çыхăну уйрăмĕн почтальонкине Галина Егоровăна Раççей почти тата Регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисен альянсĕ йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри "Человек подписки – 2011" конкурсăн "Чи лайăх почтальон" номинацийĕнче çĕнтернĕшĕн конкурс Дипломне тата парне парса хавхалантарчĕç.

Пичет ĕçченĕсен адресĕпе Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишшин обществăлла ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ Валерий Туркай салам сăмахĕсем каларĕç.

Уяв республикипех паллă юрăçсен, пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика