25 января 2012 г.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Павлов тата районăн тĕп ветврачĕн çумĕ Н.Андреева "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Тăрăнти сĕт-çу ферминче пулнă. Унта вĕсем выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарнипе кăсăкланнă.
Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 183, çав йышран 67-ĕшне сăваççĕ. Çулталăкран иртнĕ тынасем – 44. Ыттисем – çулталăка çитмен пушмак пăрусем тата самăртма хупнă çамрăк вăкăрсем. Хуçалăх ертÿçи В.Ефимов ăратлăха çĕнетес тесе нумай тăрăшать. 2010 çулта ĕне выльăх кĕтĕвне 47, пĕлтĕр 42 ăратлă пушмак пăру хушăннă. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес енĕпе З.Иванова техник-осеменатор аван ĕçлет. Туянса килнĕ выльăхсене вырнаçтарма 200 вырăнлăх витене юсаса çĕнетнĕ.
Витесене санитари енчен таса тытасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тислĕке кашни кун турттарса тухаççĕ, ай сарăм вырăнне пăчкă кĕрпипе усă кураççĕ, апат памалли вырăнсен хушшисене тасатнă хыççăн извеç сапаççĕ. Выльăх апачĕн рационĕ тĕрлĕ енлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче", – тесе калаççĕ. Специалистсем пынă кун сĕт паракан ĕне кÿрети çинче 20 килограмм сенаж, хĕвел çаврăнăш каяшĕ 1 килограмм, кăшман пылĕ 800 грамм, концентратсемпе утă 5-шер килограмм выртнă. Улăмпа ĕçмелли шыв çителĕклĕ. Рациона пурă, тăвар, фелуцен минерал хушаççĕ. Уйăхсерен ĕнесене витаминпа пуян эловит препарат параççĕ. Усси вара куç кĕрет – кашни ĕне талăкра 14,8 литр сĕт антарать. Ку кăтарту паянхи кун тĕлне районта чи лайăххи шутланать.
Фермăра ĕçлекенсене З.Александрова ертсе пырать. Ветеринари ĕçĕсене Тăрăнти ветеринари участокĕн специалисчĕсем Л.Артемьевăпа Л.Егорова кирлĕ пек туса пыраççĕ. Диагностика сăнавĕсене, ветеринарипе профилактика прививкисене вăхăтра тăваççĕ. Выльăхсем пурте сывă.
В.АЛЕКСЕЕВ.