20 января 2012 г.
Пĕлтĕр вун икĕ уйăхра районта 74 авари (2010 çулта – 72) регистрациленĕ, 12 çын (19) пурнăçран уйрăлнă, 101 (98) çын аманнă. Автоинкекре вилнисем: 4-шĕ водительсем, 4-шĕ пассажирсем, 4-шĕ çуран çÿрекенсем пулнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – автомашинăсем пĕр-пĕринпе çапăнни; автотранспорт çуран çÿрекенсем çине пырса кĕни. Иртнĕ çулта иккĕмĕш сăлтава пула çуран çÿрекен 15 çын инкек тÿснĕ.
Хальлĕхе, телее, ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулман, анчах та 5 (7) ача сусăрланнине шута илнĕ. Аварисене сăнлас пулсан, водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни витĕмлĕ палăрать. Шăмат кун, вырсарни кун тата тунти кун 22-24 сехетсенче инкексем час-час пулаççĕ.
Топографи анализĕ Çĕрпÿ–Ульяновск автоçулăн 29, 30, 34, 40, 45, 46, 50, 56, 60-мĕш километрĕсенчи уйрăм участоксем хăрушă пулнине кăтартса парать.
Çынсен çул çинчи тимлĕхне ÿстерес тесе "Канаш ен" хаçатра 32 материал пичетлетнсе тухнă, ача сачĕсенче, шкулсенче, автотранспорт предприятийĕсенче калаçу урокĕсем, лекцисем, профилактика занятийĕсем 65 хутчен ирттернĕ.
Вун икĕ уйăхра çул çÿремелли правилăсене пăснă 7924 (2010 çулта – 9638) факт уçса палăртнă, вăл шутран 179 (226) çынна ÿсĕрле руль умне ларса тухнăшăн, 319 (461) çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, 3613 (4999) водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă.
О.МИКУШИН, РФ ШĔМĕн районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.