АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе

20 января 2012 г.

Районăн шалти ĕçсен пайĕнче иртнĕ çулхи оперативлă служба ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ О.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район прокурорĕн çумĕ О.Васильев, Шăхасан, Ямаш, Хучел, Асхва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пайăн личнăй составĕ хутшăннă.

Шалти ĕçсен полковникĕ О.Яковлев республикăри оперативлă лару-тăрăва сăнласа панă, 2012 çулта тухăçлă ĕçлеме хушнă.

Шалти ĕçсен службисемпе подразделенийĕсем йĕркелĕхе сыхлакан ытти органсемпе пĕрле иртнĕ çул район территорийĕнче йĕркелĕхпе тата обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, преступнăçпа кĕрешес енĕпе чылай ĕç тунă. Криминаллă лару-тăрăва тĕрĕслесех тăнă. Çав хушăрах хăш-пĕр енĕсемпе йывăр пулнине палăртса хăвармаллах. Çулталăк вĕçнелле шута илнĕ преступленисен хисепĕ ÿссе кайнă: 0,8 процент.

Саккуна пăсса пăшал сутассипе кĕрешес ĕç стабиллĕ пулса пырать. Ку енĕпе пĕлтĕр те, виçĕм çул та икĕ тĕслĕх пулнă. Вăрă-хурахла тапăнса преступлени тăвасси чакнă, вĕсене 100 проценчĕпех уçса панă. Уйрăм граждансен пурлăхĕсене вут тĕртесси 33,3 процент пĕчĕкленнĕ. Районта 27 преступник дознани, следстви органĕсенчен, судран тарса çÿренĕ. Вĕсенчен 21-ĕшне шыраса тупнă. Çул çинчи автоинкексене пула вилекенсен хисепĕ сахалланнă. Штрафсене шыраса илесси лайăхланнă. Унччен тунă 25 преступленине уçса панă.

Çапах та районта оперативлă лару-тăру çав-çавах кăткăс, негативлă проблемăсем те пур-ха. Тепĕр хут, ушкăнпа, ÿсĕр пуçпа преступлени тăвасси, уйрăм çынсен пурлăхне вăрласси, хваттерсене, лавккасене, складсене çаратасси, кĕсье телефонĕсене вăрласси ÿснĕ, вĕсене уçса парасси начарланнă. Çав тери хăрушă ĕçсене уçса парасси те чаплах мар. Экономикăпа, наркотиксемпе çыхăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларасси кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Çухалнă çынсене тупассин, вилесем кам пулнине палăртассин эффективлăхĕ пĕчĕк. Обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамсенче те преступлени тăвакансем нумайланнă.

Çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусемпе районти полицин пуçлăхĕн çумĕ Ш.Талипов, уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ Н.Арсентьев, обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан полицин пуçлăхĕн çумĕ А.Васильев тухса калаçнă.

Канашлура обществăлла йĕркелĕхе тата обществăлла хăрушсăрлăха сыхлакан пайăн ĕçĕсен эффективлăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртнă.

Е.МУРЗИН, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика