АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне пуçпа тăрăнтарнă, теприн урине çыртнă

20 января 2012 г.

Чакаç ялĕнче пурăнакан 47 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна влаç представителĕсене хирĕç тăнăшăн айăпланă.

Следстви версийĕпе, 2011 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче ирпе ирех арçын эрех пайлайманнипе хăйĕн арăмĕпе хирĕлме пуçланă. Хĕрарăмăн ирĕксĕрех полици сотрудникĕсене чĕнсе илме тивнĕ. Йĕрке хуралçисем вырăна çитсен ÿсĕр "паттăра" районăн полици пайне пыма ыйтнă. Кил-тĕрĕшре харкашнăшăн административлă йĕркепе явап тытас килменрен ÿсĕрскер полици сотрудникĕсене хирĕç тăнă: пĕрне питрен пуçпа тăрăнтарнă, теприне сылтăм уринчен çыртса илнĕ. Çавна май арçыннăн аллисене кантрапа çыхса лартма тивнĕ, ăна районти полицие илсе çитернĕ.

Следователь айăплав валли кирлĕ çирĕплетÿсем пуçтарса çитернĕ, çавăнпа та айăплав пĕтĕмлетĕвне Канаш район судне ярса панă.

Ю.КОНСТАНТИНОВ, аслă следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика