АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăру лайăхланса пырать

20 января 2012 г.

Пĕлтĕр халăха ĕçе вырнаçтаракан центра пулăшу ыйтса 1667 çын пынă. 791-ĕшне çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕррисем тесе йышăннă. Иртнĕ çулхи раштавăн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 130 гражданина регистрациленĕ.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи даннăйсем тăрăх районта ĕçсĕррисен хисепĕ 216 çын чакнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,87 процент пункчĕ чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕн тытăмĕ çапла: хĕрарăмсем – 59 процент, 30 çула çитмен çамрăксем – 23 процент, пенси çулне çывхаракан граждансем – 12 процент, туллин ĕçлеме пултарайманнисем – 20 процент, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем – 59 процент, штата пĕчĕклетнипе е предприятие пĕтерсе хунипе ĕçсĕр тăрса юлнисем – 13 процент. Иртнĕ çулта районти 9 предприятирен коллективсене 123 çын сахаллатма палăртни çинчен пĕлтерни килнĕ.

Ĕçлекенсем кирли çинчен 60 предприятирен 1309 ваканси пуррине хыпарланă. 2011 çулхи раштавăн 30-мĕшĕ тĕлне даннăйсен базинче ĕç паракансем 218 çынна ĕçе илме пултарни çинчен информаци панă. Вакансисен 83 проценчĕ – рабочисен специальноçĕсем, пурăнмалли минимумран пысăкрах шалуллă вакансисем – 53 процент.

Пĕлтĕр центр 1289 çынна ĕç тупма пулăшнă. 48 çынна Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионне яланлăхах е сезонлăха ĕçлеме янă. Ĕç шыракан 20 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă, вĕсенчен 7-шĕ – сусăррисем.

Иртнĕ çул квалификацие тата пĕлĕвĕсене ÿстерме ĕçсĕр тăрса юлнă 112 çынна янă. 1549-ăн профориентаци пулăшăвĕ илнĕ. Пĕлтĕр вакансисен ярмăрккине 7 хутчен йĕркеленĕ. Унта 97 çын хутшăннă. 47-ĕшне ĕçе вырнаçтарнă.

В.АЛЕКСЕЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика