АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электорат кама кăмăллать?

20 января 2012 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлекен центр политиксен электорат рейтингĕпе паллаштарнă. Калăпăр, Президент суйлавне ирттерес тĕк ыйтса пĕлнисен 48 проц. Владимир Путиншăн сасăланă пулĕччĕ. Раççей премьер-министрĕн электорат рейтингĕ раштав пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 3 проц. хăпарнă. Вăл хăйĕн хыççăнхи Геннадий Зюганов рейтингĕнчен (10 проц.) 4,5 хут пысăкрах.

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентствин генеральнăй директорĕ Дмитрий Орлов палăртнă тăрăх – камшăн сасăлассине татса пама ĕлкĕрейменнисен сассисене мĕн пур кандидат хушшинче пĕрешкел пайлас тăк Владимир Путин пĕрремĕш турта сассен 54 проц. яхăн илнĕ пулĕччĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетĕве "Общество шухăш-кăмăлĕ" фонд ирттернĕ, раштавăн 29-мĕшĕнче паллаштарнă ыйтăм кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Ыйтăма хутшăннисен 52 проц. çĕршывăн хальхи премьер-министрĕшĕн сасăласси пирки каланă.

"Владимир Путин политика процесĕнче çав-çавах тĕп вырăнта, унăн Президент суйлавĕн пĕрремĕш турĕнчех çĕнтерес шанăç пысăк. Оппозицин Путин тĕлĕшпе альтернатива çук. Йĕркеленнĕ оппозици суйлав кампанине хутшăннипех çав çĕнтерĕве йышăннине çирĕплетме хатĕр. Суйлава тĕрĕс ирттерсен (Путин хăй те çакăншăн тăрать) йĕркеленмен оппозицин те унăн çĕнтерĕвне йышăнма тивĕ", – тенĕ Дмитрий Орлов.

Д.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика