20 января 2012 г.
Çĕнĕ çулăн пĕрлехи пĕрремĕш кунне ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров ертсе пыракан ушкăн çитрĕ. Ушкăнра – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри судпа экспертиза лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассин ăслăлăх институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Ю.Карпенко, патшалăх ветеринари службин ертÿçин çÿмĕ С.Скворцов, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ О.Павлов.
Кăрлачăн 3-мĕшĕнче В.Александров депутат тăрăшнипе районти 330 шкул ачи Шупашкарта Çĕнĕ çул елкинче пулчĕç. Çав ачасем Вячеслав Николаевича хăйсене пысăк савăнăç кÿнĕшĕн тав тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри, Хучел шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Лиза Григорьева, ун валли бисертан елка ăсталанă. Вячеслав Васильевич çав парнене тата райадминистрацин Тав çырăвне депутата пачĕ. Çавăн пекех В.Александров республикипех паллă Г.Н.Смирнов тренер ятне ялан асра тытса 1995-1996 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе турнир ирттерме пулăшнăшăн Чăваш Республикин "Г.Н.Смирнов ячĕллĕ фонд" обществăлла организацин Тавне тивĕç пулни çинчен çак фондăн председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Смирнов пĕлтерчĕ. Вăлах ăшă сăмахсем çырнă Хута Вячеслав Николаевича пачĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ял тăрăхĕсене каякан ушкăнсемпе кÿртĕм инструктаж ирттернĕ хыççăн çула тухрĕç. В.Александров депутатпа райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Сухайкассинчи культура çуртĕнче ял халăхĕпе тĕл пулчĕç. Вячеслав Николаевич Чăваш Ен территорийĕнче кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйлама мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Владимир Путинăн 2012 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче "Известия" хаçатра "Россия сосредотачивается – вызовы, на которые мы должны ответить" ятпа пичетленсе тухнă статйи çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Нумаях пулмасть ăна "Советская Чуващия" хаçат та пичетлерĕ. Юлашки вунă çулта политика енчен çĕнсе илнĕ стабиллĕх çĕршыв экономикин çитĕнĕвĕсен тапхăрне туса пачĕ. Продуктсем туса кăларасси, тĕпрен илсен, икĕ хут ÿсрĕ, халăхăн тупăшĕ 2,5 хут нумайланчĕ. Пенси тата ĕç укçи палăрмаллах хăпарчĕç. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 35 процент пĕчĕкленчĕ. Инфляци 3 хут чакнă. Илсе кăтартнă цифрăсем хыçĕнче – çур миллион ытла çĕнĕ пурнăç. Вилекенсем сахалланса пыраççĕ.
В.Александров республикăн социаллă пурнăçĕпе экономики иртнĕ çул мĕнле аталанса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ырă хыпар та янăрарĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев "Чăваш Республикинчи бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен уйрăм категорийĕн ĕç тÿлевĕн шайне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен" Указа алă пуснă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи, шкулчченхи вĕренĕвĕн программисене пурнăçлакан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, ачасемпе шкул тулашĕнче ĕçлекен бюджет тытăмĕн, культура, физкультурăпа спорт ĕçченĕсен ĕç укçи 15 процент ÿсĕ. Çакă асăннă категорисенчи граждансен ĕç укçи шайне хăпартма пулăшать. Хальлĕхе вĕсен шалăвĕ пысăках мар. Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисен шутне тата 26 пин ытла граждан хутшăнĕ. Малашлăхра – çак ята тивĕç пулма арçынсен ĕç стажне 45 çултан 40 çула, хĕрарăмсенне 40-рен 35-е хăварасси. Çакăн евĕр калаçу Ухман ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе те иртрĕ.
Ыйту та сахал мар пулчĕ. Урамсене çутăпа тивĕçтерсе тăрасси, çвет кĕртесси, автобуссен çĕнĕ маршрутне уçасси, ял урамĕсене юртан тасатасси тата ытти те. Ыйтусенчен чылайăшне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем З.Ивановăпа А.Петров хуравларĕç.
Информкуна район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Уйрăмах çивĕч те кăткăс ыйтусене кирлĕ çĕре çитерме, вĕсене татса парассине хăвăртлатма сăмах пачĕç.
В.АЧЧА.