18 января 2012 г.
"Космонавт" лагерьте çемьесен йĕлтĕр чупăвĕ иртнĕ. Пĕрремĕш ушкăнра (10 çула çитмен ачасемлĕ çемьесем) Асхва ял тăрăхĕнчи Ивановсен туслă çемйи çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Кăшнаруйĕнчи Никоноровсем. Иккĕмĕш ушкăнта (15 çула çитичченхи ачасем) Егоровсен (Шелттем ял тăрăхĕ), Максимовсен (Вăрăмпуç) тата Трофимовсен (Вăтапуç) çемйисем мала тухнă. Виççĕмĕш ушкăнта (17 çула çитменнисем) малти виçĕ вырăна Николаевсем (Асхва ял тăрăхĕ), Петровсем (Уçырма) тата Ивановсем (Хучел) тухнă.
Массăллă стартсем хĕрÿ иртнĕ. Арçынсем 3 километра, хĕрарăмсем 2 километра чупнă. Арçынсем хушшинче Вырăскас Пикшихри Е.Николаев пьедесталăн çÿлти картлашки çине улăхнă. Сухайкассинчи А.Яковлев ăна 15 çеккунт, Карăклăри П.Ильин 20 çеккунт выляса янă. Хĕрарăмсем хушшинче малти вырăнсене М.Федорова, Л.Никитина тата Д.Сатрутдинова йышăннă. Виççĕшĕ те Сухайкассинчен.
А.ВИТАЛЬЕВ.