18 января 2012 г.
Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çывхарнă май шкул ачисене паллă сăвăç пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кăсăклантарас, чăваш литературипе шкул тулашĕнчи ĕçсене вăйлатас тата пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Чĕлхемпеле чăваш пулатăп" районти фестиваль иртрĕ. Фестивале 5-11-мĕш классенче вĕренекен 149 ача хутшăнчĕ. Тĕрлĕ шкултан килнĕ 14 ушкăн "Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ" вăйă конкурсра Петĕр Хусанкая халалланă "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" паллаштару ирттерчĕ, куракансене сăвă-юрăпа, ташă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.
Сцена çинчен ансан ачасем "Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ" викторинăна хутшăнма васкарĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Çав вăхăтрах 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли "Асамлă сăрă" ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕ те иртрĕ. Конкурс пуçламăшĕнче çамрăк ÿнерçĕсем поэтăн "Ман çăлтăр" сăввипе паллашрĕç, сăвва художник куçĕпе курса хаклама вĕренчĕç. Икĕ сехет хушшинче ÿкерчĕк хайлама пултарчĕç.
Вăйă конкурсра Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен "Аптраман тавраш" ушкăнĕ (икĕ 1-мĕш вырăн), Чакаçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен "Хастар ăмăрт кайăк" (2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем), Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен "Аптраман Татмăшĕсем" (2-мĕш вырăн), Катекри пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен "Катексем" (3-мĕш вырăн) тата Энтриялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен "Хусанкай мăнукĕсем" (3-мĕш вырăн) ушкăнĕсем палăрчĕç.
Ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕнче Вăтапуçĕнчи пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Кристина Осипова чи пултарулли пулчĕ. Марина Кириллова (Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 8-мĕш класс) тата Марина Григорьева (Уçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 11-мĕш класс) 2-мĕш вырăнсем, Мария Петрова (Ухманти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул , 8-мĕш класс) тата Татьяна Павлова (Сиккассинчи А.И.Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 10-мĕш класс) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ фестивале хутшăннă ачасене пурне те сертификатсем парса хавхалантарĕ, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе чыслĕ.
Е.ИВАНОВА,
вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.