18 января 2012 г.
Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен прокуратура ĕçченĕсем Роспотребнадзорăн Канаш хулинчи специалисчĕсемпе пĕрле "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн палăртнă мероприятисем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕсленĕ. Уйрăммăн илсен, Ăвăспÿрт Кипеч, Уçырма, Ачча фельдшерпа акушер пункчĕсенче çынсене гепатитăн В тата С тĕсĕсенчен прививка мĕнле тунине тишкернĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче саккунпа палăртнă йĕркесене пăснă тĕслĕхсене асăрханă. Санитарипе эпидемиологи правилисемпе килĕшÿллĕн сиплевпе профилактика организацийĕсенче прививка тунине шута илсе пымалли журнал пулмалла. Ăвăспÿрт Кипечри ФАПра çитĕннисене прививка тунине çырса пымалли журнал уçман. Унсăр пуçне стирилизациленĕ медицина инструменчĕсем çук, стерилизациленĕ сĕтеле витмен, ăна хăçан тата миçе сехетре витнине кăтартакан паллăсем те çук. Уçырмари, Аччари фельдшерпа акушер пункчĕсенче те çакăн пек çитменлĕхсемех.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх асăннă медучрежденисен заведующийĕсене административлă йĕркепе явап тыттарнă.
Л.ИШМУРАТОВА,
хулапа район прокурорĕн аслă пулăшуçи.