АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăкăр ялĕн асамлă вырăнĕсем

18 января 2012 г.

Тĕнчере Тĕлĕнтермĕш çичĕ вырăн пуррине палăртаççĕ. Аса илер-ха вĕсене: Египетри пирамида, Семирамида сачĕсем, Эфесри Артемида Храмĕ, Олимп Зевсĕ, Галикарнасри Мавзолей, Родос утравĕ çинчи Колосс, Александрин çутатакан маякĕ.

Енчен те Геродот Галикарнасский хăй вăхăтĕнче тĕнчери Тĕлĕнтермĕш çичĕ вырăна çутатса панă пулсан, хальхи вăхăтра вĕсене шутласа кăлараяс та çук. Хăйне евĕр асамлăхпа тыткăнлакан вырăнсем, ман шутпа, кашни хулара тата ялта пур.

Шупашкар хулинех илер-ха. Атăл хĕрри тата Залив, Çветтуй Татиана Храмĕ, паллă çынсене асăнса лартнă палăксем, залив урлă хывнă кĕперсем тата ытти те.

Мăкăр ялĕнче мĕн чухлĕ-ши вĕсем; Сахал мар. Чи тĕлĕнтермĕш вырăн – ял çумĕнчи чукун çул кĕперĕ. Çак йыша çавăн пекех сиплĕ çăл куçа та кĕртме пулать.

Чылай вăхăт хушши ют çĕрте пулнă хыççăн, тăван тăрăха таврăнсан, çынсем хăйсен тăван ялне, палланă урамсене тата чуна çывăх атте килне сăнама кăмăллаççĕ. Тăван тавралăх хăйĕн патне магнит евĕрех туртать, çак туйăм вара кашнин чуннех тыткăнлать.

Мăкăр ялĕн асамлă вырăнĕсем чукун çул кĕперĕпе сиплĕ çăл куç анчах мар паллах. Чĕке-ту, Василий Димитриевăн плотини, маларах асăннă ту çинче лартса ÿстернĕ чăрăшлăх, Андрей Васильевăн кÿлли те çак йышах кĕме тивĕç.

Пирĕн ял ăста çынсемпе палăрса тăнă. Унта вырăнти архитекторсем, платниксем, кăмакаçăсем, спортсменсем, кĕслеçĕсем... пулнă. Аслăрах çулхисем хăйсен ачисемпе мăнукĕсене ăста Федот çинчен каласа кăтартаççĕ. Вăл йывăçран трактор ăсталанă пулнă. Унпах пахча сухаланă, вырăнти ача-пăчана ярăнтарнă.

Юрăсем çырса вĕсене хăйсемех шăрантаракан талантсем те асрах. Ку енĕпе пирĕн ялта Николай Петрушовпа Константин Яковлев уйрăмах палăрса тăратчĕç. Константин Яковлевич "Канаш" колхоза чылай çул хушши ертсе пычĕ. Вăл хăйĕн юррисене халăх умне мăшăрĕпе пĕрле "илсе тухатчĕ". Вĕсене Чăвашрадиопа та час-часах илтме пулатчĕ.

Пил сăмахĕсенех илер-ха тата. Вĕсене пирĕн халăх ламран-лама куçарса пынă. Çак асамлă сăмахсене эпĕ виçĕ çулта чухне кукамайран пуçласа илт-нĕччĕ, ун чухне аттене фронта ăсатнăччĕ. Атте куççуль витĕр юрланă юрра паянхи кун та астăватăп:

Тапăртатса тăрать, ай, тур лаши,

Хăш еннелле пăрса тăратам-ши;

Куçран пăхса макрать ача-пăча,

Мĕн каласа, ай, йăпатса хăварам-ши;

Мана хама та анне çара тухса кайнă чухне пил сăмахĕсемпе ăсатнăччĕ.

Çав асамлă сăмахсене манăн атте Василий Яковлевич Бурзуй чылай çул иртсен те аса илсех тăратчĕ. Вăл 95 çула çитиччен пурăнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унта снайпер пулнă, тăхăр хутчен аманнă. Пил сăмахĕсене Чакаç тата Мăкăр шкулĕсенче вĕренекенсем умне тухса калатчĕ: "Çемйĕре тата хăвăр йăха хăварнă май кил ăшшине ан манăр, Чăваш ятне ан ÿкерĕр..."

Е.ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ,

педагогика наукисен докторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика