18 января 2012 г.
Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ, инженери çарĕсен генерал-майорĕ А.Петров çуралнăранпа 110 çул çитрĕ.
Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ вăл. Ашшĕне выльăх-чĕрлĕх пăхма, уй-хир ĕçĕсенче пулăшнă. 1915 çулта ялти тăватă çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. Антонăн учителĕ сĕннипе ашшĕ ывăлне Канашри аслă пуçламăш шкула янă. Унта вăл виçĕ çул вĕреннĕ. 1919 çулхи çурла уйăхĕнче 17 çулти Антон хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăл Атăл тăрăхĕнчи саппасри полка лекнĕ. Полк Хусанта вырнаçнă. Пултаруллă чăваш каччине командирсен составĕн çарпа инженери курсне вĕренме чĕнсе илнĕ. 1921 çулхи нарăс уйăхĕнче Туркестан фрончĕн инженери çарĕсенче малтан взвод, кайран рота командирĕ пулнă. Стрелоксен иккĕмĕш дивизийĕн салтакĕсемпе пĕрле басмачсене хирĕç çапăçнă.
1928-1932 çулсенче Антон Петрович Рабочисемпе хресченсен хĕрлĕ çарĕн çарпа техника академийĕнче вĕреннĕ. Ăна академие лабораторин аслă инженерĕнче ĕçлеме хăварнă. Каярахпа пĕ-тĕмĕшле тактика, оперативлă искусство тата инженери енĕпе тивĕçтерсе тăракан кафедрăн адьюнкчĕн должноçне лартнă. 1936 çултанпа – çапăçакан армире. Финн вăрçинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне А.Петров Балтика çывăхĕнчи çар округĕн уйрăм инженери полкĕн командирĕ пулнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех полкăн батальонĕсене çапăçакан чаçсене янă, Петрова Çурçĕр-Хĕвел анăç фрончĕн оперативлă пайĕн пуçлăхне лартнă, каярахпа – фронтăн инженери çарĕсен штабĕн пуçлăхне. Çурçĕр-Хĕвел анăç фрончĕн составĕнче Литвапа Латвие хÿтĕлес енĕпе ирттернĕ операцисене, Старая Русса хули еннелле пуçланă наступление хутшăннă.
1942 çулхи утă уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн ентеше Воронеж фрончĕн штабне куçарнă. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Днепр шывĕ урлă каçнă чухне Днепрăн хĕвел анăç çыранĕнчи плацдарма çирĕплетнĕшĕн А.Петрова СССР Аслă Канашĕн президиумĕн Указĕпе Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Çарти тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата Совет Çарĕнче службăра нумай çул тăнăшăн çавăн пекех икĕ хутчен Ленин орденĕпе, тăватă хутчен Хĕрлĕ Ялав, икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, иккĕмĕш степеньлĕ Кутузов тата Богдан Хмельницкий орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн В.В.Куйбышев ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă çарпа инженери академийĕн командăпа инженери факультечĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннă. 1949 çулта Çурçĕр Кавказпа Туркестан çар округĕсен инженери çарĕсен пуçлăхне лартнă. 1958 çулхи çу уйăхĕнче каллех çар академине таврăннă, унтанах 1962 çулта саппаса тухнă.
Тивĕçлĕ канура общество пурнăçне активлă хутшăннă: Мускав хула çар комиссариачĕ çумĕнчи Пулăшу канашĕн бюровĕн членĕ пулнă, инженери çарĕсен офицерĕсемпе генералĕсене командирсен ĕçĕсене алла илме хăнăхтаракан секцине ертсе пынă.
А.П.Петров 1986 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. РСФСР Министрсен Канашĕн авăнăн 5-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе тата Чăваш АССР Çут ĕç министерствин авăнăн 23-мĕшĕнчи хушăвĕпе Аччари вăтам шкула Совет Союзĕн Геройĕн А.П.Петровăн ятне панă.
Пирĕн паттăр ентешĕмĕр А. Петров çуралнă кун, кăрлачăн 17-мĕшĕнче, Аччари вăтам шкулта тата культура учрежденийĕсенче мероприятисем иртнĕ. Вĕсенче ял çыннисем Антон Петровичăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тата та нумайрах пĕлнĕ.
Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА,
Аччари библиотека заведующийĕ.