18 января 2012 г.
Л.Семенова ачаран чĕр чунсене юратнă, уйрăмах килтисене. Çак юрату ăна Ачча вăтам шкулĕн аттестатне илсен Кострома облаçĕнчи Галич хулинчи совхоз-техникума илсе çитернĕ. Унта мĕн вĕреннипе лăпланса ларман пултаруллă хĕр. Пĕлĕвне ÿстерес шутпа Хусана çул тытнă. Кунти ветеринари институтне вĕренме кĕме документсем тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Пилĕк çултан çамрăк специалист "Советская Армия" совхозра ветврачра ĕçлеме тытăннă. 1993 çулта Ачча ветеринари участокне туса хунă. Унăн заведующийĕ пулма Людмила Николаевнăн мăшăрне Валерий Николаевича лартнă. Вĕсемпе пĕрлех В.Федорова та ĕçлет, вăл – санитарка. Валентина Ивановна Вăрнарти совхоз-техникум дипломне илнĕ.
Семеновсем Катекре пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче пурăнакансем килти выльăх-чĕрлĕх хăйне япăх туйсанах вĕсем патне чупса пыраççĕ. Валерий Николаевичпа Людмила Николаевна ветеринари пулăшăвĕ пама яланах хатĕр, апла пулсан вĕсем чирлĕ выльăха сыватаççех.
Нумаях пулмасть Людмила Николаевнăна ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.
В.АЧЧА.