АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттуррисене – стипенди

18 января 2012 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн иртнĕ çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче кăларнă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, спорт, производство, управлени, общество ĕçĕ-хĕлĕнче тата бизнес проекчĕсем хатĕрлес енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунă çамрăксемпе студентсем кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç. Вĕсем хушшинче пирĕн районтан та пур. Акă вĕсем:

Андрей Михайлов, Николай Иванов, Екатерина Матвеева, Ульяна Михайлова, Виталий Осипов, Алексей Петров – Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем;

Ирина Храмова – "Канаш" хаçат редакцийĕн электронлă майпа пухакан тата калăплакан операторĕ;

Алина Андреева – Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пăру пăхаканĕ;

Лариса Сергеева – Вырăскас вăтам шкулĕн истори тата обществознани вĕрентекенĕ;

Екатерина Алексеева, Ксения Ефимова, Александра Голина – Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем;

Татьяна Григорьева – районăн тĕп библиотекин информаципе библиографи пайĕн заведующийĕ;

Евгений Иванов – Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн следователĕ;

Марина Васильева – район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн юридици службин секторĕн заведующийĕ;

Михаил Андриянов – районти Г.Н.Смирнов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ;

Елена Тарасова – Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин Çĕнĕ Шелттемри ачасемпе спорт шкулĕн воспитанникĕ;

Роман Платонов – Карăклă вăтам шкулĕн физрукĕ;

Людмила Пантелеймонова – Уçырма вăтам шкулĕн аслă вожатăйĕ;

Елена Кириллова – Канаш районĕн территори суйлав комиссийĕн çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ;

Алексей Алексеев – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;

Надежда Федорова – Шупашкарти олимп резервисен училищин иккĕмĕш курс студенчĕ, Карăклă вăтам шкулĕн воспитанникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика