АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа çамрăклах пăсма кирлех-и...

13 января 2012 г.

Пурнăç вăл хăйĕн майĕпе, мелĕпе йĕркеленсе пырать. Çĕнĕ çул уявĕсем, хĕллехи каникул вăхăчĕсенче ашшĕ-амăшĕн ачасен канăвне çирĕп асăрхаса тăмалла. Çак тапхăрта ачасен пушă вăхăт нумайланать. Пĕрисем ăна усăллă ирттереççĕ пулсан, теприсем пысăк йăнăш туса хума та пултараççĕ. Чылай чухне суту-илÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем çул çитмен тавар туянакансене табак тата алкоголь продукцине сутма мехел çитереççĕ. Çакă вара ачасен сывлăхне нихçан сиплейми сиен кÿрет. Ачасене пирус е эрех-сăра сутнă тĕслĕхсемшĕн РФ КоАПĕн статйисемпе айăплаççĕ.

14.2 статьяпа, сăмахран, ирĕккĕн сутма чарнă япаласене саккуна пăсса сутнăшăн явап тыттараççĕ. Кун пек чухне 40 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ, суту-илÿри таварсене, çав шутра табак изделийĕсене те, конфискацилеççĕ.

14.16 статьян 3-мĕш пайĕпе алкоголь продукцийĕсене сутмалли правилăсене пăснăшăн айăплаççĕ. 40 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ, сутлăхри тавара туртса илеççĕ. Асăннă статьясемпе сутуçăсене, лавкка хуçисене административлă йĕркепе явап тыттарма пултараççĕ. Суту-илÿре ĕçлекенсен тавар туянаканран вăл миçе çултине ĕнентерекен документ ыйтма ирĕк пур.

Çитĕннисенчен хăшĕ-пĕри хăйсем тĕрĕс мар тунине пĕлсе тăрсах ачасене "пурăнма вĕрентеççĕ": хăйсемпе пĕрле эрех ĕçме, пирус туртма, наркотиксемпе минреме явăçтараççĕ. Çакăн пек "вĕрентÿшĕн" те Раççей саккунĕсемпе явап тытма тивнине вĕсем, ахăртнех, пĕлмеççĕ те. РФ КоАПĕн 6.10 статйипе çул çитмен çамрăка сăра-эрех ĕçтернĕшĕн, пуçа анратакан япаласемпе айкаштарнăшăн 2 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, çитĕннисем, ача çамрăклах усал йăла-йĕркепе туслашсан хăйĕн вăрăм пурнăçĕнче мĕн ыррине курма пултарĕ-ши; Ун пек çыннăн çамрăклăх та, илеме кураслăх, юратăва туяслăх, çумри çынна хисеплес туйăмсем пулмаççĕ. Урă пурнăçпа, çутă ăс-тăнпа пурăннине мĕн çитейтĕр. Упрăр ачăрсен сывлăхне, вĕсене усал ĕçе явăçасран асăрхăр, ĕçпе туслаштарăр. Ĕç пур ачан, çавăн пекех çитĕннĕ çыннăн та, пĕр саманта та усăсăр ирттерес килмест.

Ш.ТАЛИПОВ, районти полици пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика