АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăн пысăк хисепне тивĕçнĕ

13 января 2012 г.

Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферминче пурнăç ĕлĕкхилле вĕресе тăрать. "Ĕлĕкхилле" тенине япăх енпе мар, фермăри ĕç чăн-чăнах пĕр самант та чарăнманнипе çыхăнтарас тесе каларăм. Витесем тулли выльăх-чĕрлĕх кунта, тутă ĕнесем канлĕн мăшлатни, пĕчĕк ача евĕр чăмăркка та чипер пăрушкасем тĕрткелешни-мĕ-кĕлтетни чунра темле ырă туйăм çуратать. Çакăн пек кăмăллă ÿкерчĕксем хамăрăн хуçалăхран çухалнипе çыхăнман-ши ку – пĕлместĕп, анчах Киров ячĕллĕ, "Цивильпе" "Канаш" хуçалăхсенчен кашнинчех хавхалану илсе таврăнатăп.

Атнашри фермăра 16 çын ĕçлет. 2002 çултанпа ăна Елена Иванова ертсе пырать. Елена Ивановна хăйĕн ĕçне чун-чĕрепе парăннă хĕрарăм. Выльăх-чĕрлĕхе юратнăранах вăл пурнăçне те ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкил ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕре шкул пĕтерсен ашшĕ Шупашкара бухгалтер пулма вĕренме янă. Вăл вара никама систермесĕр тантăшĕсемпе пĕрле Вăрнарти ял хуçалăх техникумне зоотехника вĕренме кайса кĕнĕ. Каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿллĕ зоотехник дипломне алла илнĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Елена Ивановнăна направленипе Ухман ялне, Ленин ячĕллĕ хуçалăха, ĕçлеме янă. Çамрăк специалист хăйĕн ĕçченлĕхĕпе коллективра аслă юлташĕсен хисепне тивĕçнĕ. Каярах ăна Вăтакас Кипеч ял тăрăхне (ун чухне ял совечĕ) ертсе пыма шаннă. Харсăр чĕреллĕ хĕрарăм пур ĕçе майне пĕлсе йĕркелесе пырать. Çавăнпах-тăр вăл ертсе пыракан Атнаш фермин коллективĕ пысăк çитĕнÿсем тăвать.

Ĕçне кура хисепĕ текен каларăшăн пĕлтерĕшĕ хăйĕн витĕмне нихăçан та çухатмасть. Тăрăшулăхĕпе, тÿрĕ чунĕпе Елена Ивановна Иванова çĕр ĕçченĕшĕн чи пысăк чыса çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çулта ял хуçалăх ĕçченĕсен республикăри уявĕнче ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçнĕ ятпа Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ăшшăн саламланă (ÿкерчĕкре). "Çакă мана тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалантарать", – тет Елена Ивановна.

Кунти витесене 2008 çулта юсаса çĕнетнĕ: тăррине шурă-кăвак брезентпа витнĕ, сĕт сумалли, сивĕтмелли комплекса улăштарнă. Ĕнесен умĕнче апат яланах ирĕккĕн выртать, кашнийĕн умĕнчи валашкара – шыв. Тата акă мĕн курса тĕлĕнтĕм. Витесем умĕнчи хÿтлĕхре кĕлти-кĕлтипе типĕтнĕ эмел курăкĕсем çакăнса тăраççĕ. Унсăр пуçне ĕнесем тăракан витере те типĕтнĕ симĕс вĕлтрен çыххисем çакăнса тăраççĕ. Иккен çав курăксемпе (утмăл турат чечекĕ, цикори, пилеш курăкĕ) эмел вырăнне усă кураççĕ. Пăрусене витаминлă чей вĕретсе параççĕ, пĕчĕкскерсене чир-чĕр ересрен профилактика тăваççĕ. Атнаш ферминче пĕтĕмпе 290 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 120 пуç сăвакан ĕне, 15 пуç пушмак пăру, çулталăкран иртнĕ пăрусем 29 пуç, ыттисем – çамрăк выльăхсем. Иртнĕ çул вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпе 135 ытла пуç пăру илнĕ. Кĕтĕве ăратлă ĕнесемпе çĕнетес тĕллевпе 2010 çулта Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" хуçалăхран 29 пушмак пăру илсе килнĕ. Кунти кĕтĕве лейкоз чирĕнчен пĕтĕмпех сыватса çитернĕ.

Раштав уйăхĕнче фермăри кашни ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм виçи 11 килогрампа танлашнă. Сĕтри çу виçи – 3,9 процент, белок – 3,2 проц. Сĕте патшалăха чи пысăк сортпа ăсатаççĕ. Ĕнесенчен хăшĕ-пĕри талăкра 25-33 литр сĕт антарать.

Выльăх апатне хуçалăхра саппаспа хатĕрленĕ. Унăн рационĕ пуян: утă, сенаж, улăм, тĕрлĕ концентрат, çавăн пекех микро- тата макроэлементсем хушса параççĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ витаминпа пуян хыр лăсси те çитереççĕ.

Пăрусем тăракан шуп-шурă витере хыр лăссисем çакнăран юри капăрлатнăнах туйăнать кунта. Ĕнесемпеле пушмак пăрусене Раиса Михайлова ветфельдшер искусствăллă майпа пĕтĕлентерет. Елена Иванова заведующи фермăра вăй хуракансен ĕçĕпе кăмăллă. Людмила Евграфова дояркăна, Алина Андреева пăру пăхакана, Александр Степанов выльăх пăхакана уйрăммăн палăртмалла.

Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Николай Степанович Андреев хуçалăхра вăй хуракансене ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем туса парассине те пысăк тимлĕх уйăрать. Фермăна газ кĕртнĕ, ĕçрен пушă чухне канса илме ятарлă пÿлĕм пур. Унта апат пĕçерсе çиме те, телевизор курма та, ал ĕç тума та пулать. Ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿлесен камăн инçете тухса каяс килтĕр. Ĕç укçине вăхăтра илеççĕ, унăн виçи тивĕçтерет, çавăнпа Киров ячĕллĕ хуçалăхăн тĕрлĕ объектĕнче çамрăк специалистсене курма пулать. Ĕне сăвакансем çуллахи вăхăтра алла 10-12 пин тенкĕ ĕç укçи илеççĕ. Япăх-и çакă; "Ÿркенмесен, ĕçе юратса пурнăçласан пурăнма пулать", – теççĕ кунта ĕçлекенсем.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика