АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл шкулĕн пысăк уявĕ

13 января 2012 г.

Шăмат кун, кăрлачăн 7-мĕшĕнче, ирхине саккăр çитеспе хваттерте телефон янăраса кайрĕ. "Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе!" – илтĕнче пралукăн тепĕр вĕçĕнче. Ку кам иккенне тавçăрса илме йывăрах пулмарĕ. Тахçантанпа пĕлекен сасă. Вăл – Мускавра пурăнакан, Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ саппасри полковник В.Ильин. Вячеслав Михайлович саламланипе пĕрлех ырă хыпар та пĕлтерчĕ. Çеçпĕл вăтам шкулĕ 125 çул тултарать иккен. Унпа пĕрле çак паллă дата ячĕпе ирттерекен уява "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнисем" юлташлăх членĕсем авиаци подполковникĕ А.Гаврилов тата йĕлтĕрпе икĕ енлĕн кĕрешес (йĕлтĕрпе ярăнса инçете сикесси тата пĕр-пĕр дистанцие чупасси) енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, çар спортсменĕ В.Ильин подполковник. Александр Федорович Янкăлч, Владимир Ильич Матьшÿ ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Ăçта тĕл пуласси пирки калаçса татăлсан палăртнă вырăна çул тытрăм. Часах В.Андреев тытса пыракан иномарка Çеçпĕле илсе çитерчĕ.

Чăвашсен ырă йăлипе хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Шкултан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисем, чĕннĕ хăнасем хăйсене ăс парса пурнăç çулĕ çине тăратнă учительсемпе, пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пулчĕç, тăраниччен калаçрĕç: каласа памалли вара тем чухлех. Коридорти стендсемпе паллашрĕç, классенче пулса ĕмĕр манăçми шкул çулĕсене аса илчĕç.

Ачалăха аса илтерсе горнпа параппан сассисем савăнăçлă линейкăна йыхăрчĕç. Шкул ачисем йăтса тăракан цифрăсемлĕ хăма татăкĕсем ретĕн-ретĕн тăрса тухнă арçынсемпе хĕрарăмсем хăш çулта шкулпа сыв пуллашнине пĕлтерчĕç. Шкул директорне А.Петрова унăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Васильева юбилее килнисем линейкăна хатĕррине хыпарларĕ. Аслăрах çулсенчисем пионер çулĕсенчи "Взвейтесь кострами" тата "Чему учат в школе" юрăсене шăрантарчĕç. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем çитĕннисен чĕрисене "Учительница первая моя" юрăпа тыткăнларĕç. Александр Яковлевич кĕскен шкул историйĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Уяв мероприятийĕсем культура çуртĕнче тăсăлчĕç. Вĕсене Шупашкарти культура институчĕн студенчĕсем О.Васильевăпа Д.Пугач ертсе пычĕç. Иккĕшĕ те юрлама ăста, сассисем уçă та илĕртÿллĕ. Ольăпа Денисăн юрлас ăсталăхне шкулта музыкăна вĕрентекен Ю.Кириллов асăрханă, аталанма пулăшнă. Сцена çине шкул директорĕ А.Петров тухрĕ. Вăл пысăк доклад хатĕрленĕ. Матьшÿ ялĕнче 1982 çулччен сакăр çул вĕренмелли шкул ĕçленĕ. Вăл та Çеçпĕлти пекех 125 çул каялла уçăлнă. Малтанхи тапхăрта ачасене ялта пурăнакансен çурчĕсенче вĕрентнĕ. 1913 çулта чиркÿпе прихут шкулне туса хунă. Ун валли Касаккасси тата Уйпуç ялĕсем хушшинче 6х3 метр пысăкăш ултă кĕтеслĕ çурт лартнă. Учитель пулса Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕнче çуралнă Николай Николаевич Николаев ĕçленĕ. Октябрьти революци хыççăн 1918 çулта пĕрремĕш сыпăкри совет шкулĕ теме тытăннă. 1932-1933 вĕренÿ çулĕнче вăл колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулса тăнă. 1961 çулта сакăр çул вĕрентме тытăннă. 1966 çулта вăтам шкул ятне илнĕ. 1996 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе шкул Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленсе тăма пуçланă.

Александр Яковлевич шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсене, малтанхи директорсене, патшалăх наградисене тивĕçнĕ вĕрентекенсене асăнса тухрĕ. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕ Тутар Республикинчи Теччĕри педагогика колледжĕпе тата Пушкăрт Республикинчи Слакпуç шкулĕпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ, тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă, çĕршыв тăрăх саланнă, хăйсен хастар ĕçĕпе чапа тухнă çынсем ярса панă саламлă телеграммăсене вуласа пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова уява килнисене, вĕрентÿ учрежденийĕн коллективне Çĕнĕ çул, Раштав тата шкул юбилейĕ ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем каласа кăмăлĕсене çĕклерĕç, вĕрентÿ тата воспитани ĕçĕн хастарĕсене наградăсем парса хавхалантарчĕç. Райадминистрацин Хисеп грамотипе М. Иванова, А.Васильева, Т.Захарова, Л.Давыдова, Е.Сергеева вĕрентекенсене чысларĕç. Вĕренÿ управленийĕ педагогсен коллективне тав туса çырнине вуларĕç, ĕçре палăрнă И.Якимова, Л.Ефремова, А.Краснова вĕрентекенсене тата Е.Константинова повара грамотăсем пачĕç. А.Петров директор шкулта ĕçлекенсен пысăк ушкăнне администрацин Хисеп хучĕпе наградăларĕ.

Мускавран килнĕ çар çыннисем В.Ильин, В.Андреев тата А.Гаврилов вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан О.Фадеевăна, Д.Никонорова, К.Алексеевăна, Т.Александровăна, А.Матросовăна, Т.Сергеевăна тата В.Лукияновăна парнесем парса савăнтарчĕç. Шăхасанта çут тĕнчене килнĕ, генерал-майора çити ÿснĕ В.Михайлов Çеçпĕл шкулне иккĕмĕш килĕ вырăнне хунă çынсем патне янă çырăва вуласа пачĕç, çĕршывăн тĕп хулинчи офицерсен юлташлăхĕ кăларнă кĕнекесене библиотекăна парнелерĕç.

Чăваш халăх поэтне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреатне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ырă кăмăллăх фончĕн председательне, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕлĕн пултарулăхне пысăка хуракан Валери Туркая микрофон патне хыттăн алă çупса ăсатрĕç, вăл хĕрÿллĕн калаçма тытăнсан - залра никам та çук тейĕн – тăвăл умĕнхи евĕр шăплăх хуçаланчĕ. Хăйĕн сăмахне юратнă поэтăмăр Светлана Асаматăн, университет ректорĕнче нумай çул ĕçленĕ Л.Кураковăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ пулнă П.Ивантаевăн, украин çыравçин С.Репьяхăн, тутар поэчĕн Р.Харисăн саламĕсемпе пуçларĕ. Шăхасан тата Çеçпĕл вăтам шкулĕсем умĕнчи Çеçпĕл палăкĕсене улăштарма тахçанах вăхăт çитни çинчен аса илтерчĕ. Валерий Владимирович хăйĕн кĕнекисене кирек хăш вăхăтра та вулама май пултăр тесе вĕсене шкул библиотекине упрама пачĕ.

Маяк хĕрĕ, Шупашкарти 33-мĕш номерлĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Диарова Чăваш наци конгресĕн ĕçĕсене активлă хутшăнать. Çеçпĕл вăтам шкулĕн юбилейне вăл Чăваш халăхĕн хисеп хучĕсемпе килнĕ. Çак наградăсен хуçисем педагогика ветеранĕ А.Орлов, шкул директорĕ А.Петров, унăн çумĕ В.Васильева тата Е.Никифорова вĕрентекен пулса тăчĕç. Вĕсен ĕçтешĕсем Е.Филиппова, А.Кириллова тата О.Михайлов "Канашсем" ентешлĕх канашĕн членĕсенчен Л.Филипповăран, Н.Лукияновран, Н.Прокопьевран, Н.Викторовран ентешлĕх президиумĕн Тав çырăвĕсене илчĕç. Н.Лукиянов юрист тата "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Филиппова хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ кĕнекесене библиотекăри çÿлĕксем çине хума ыйтрĕç. Шкул ачисене, ял çыннисене вĕсемпе паллашма чару пулмĕ. Патăрьел тăрăхĕн ентешлĕх ертÿçи В.Семенов вăтăр çул ытла Чăваш ял хуçалăх академийĕнче тимлет. Вăхăт тупса вăл Çеçпĕле килчĕ. А.Петровпа нумай çул туслă. Çамрăк чух иккĕшĕ те кĕрешÿ енĕпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Паллах, çитĕнĕвĕ те сахал мар. Владимир Михайлович тусне ăнăçу сунса кĕрешÿçĕсен кĕлеткине парнелерĕ.

Шкул коллективне ырă сунакансем татах та пулчĕç. Ял хуçалăх академийĕн доценчĕ В.Павлов, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Е.Васильев-Бурзуй профессор, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, Çеçпĕл шкулне тĕрлĕ çулта вĕренсе пĕтернисем тата ыттисем малашне те ăнăçусем тума, ачасен пултарулăхне палăртса ăна аталантарас енĕпе пулăшма, тĕрĕс çул кăтартса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Кирек мĕнле уяв та юрă-кĕвĕпе илемлĕ. Хальхинче та çаплах пулчĕ. Шупашкартан килнĕ А.Шадриков, Л.Афанасьева, А.Ильин, А.Нефрит, К.Софронова, А.Пугач, О.Васильева юрăçсем, музыка учителĕ Ю.Кириллов, "Шĕкĕр" фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, хĕрачасен ушкăнĕ хаваслă ташăсем ташларĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Кириллова хăпартланса сăвă вуларĕ.

Юбилее халалланă савăнăçлă мероприяти вĕçленчĕ. Анчах та никам та килне кайма васкамарĕ. Чылайччен калаçрĕç, аса илÿсен çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ... Çамрăксем валли дискотека йĕркеленĕ, вĕсем юрласа-ташласа кăмăлĕсене ирĕке ячĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика