АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса пĕтĕмлетнĕ

13 января 2012 г.

Çĕнĕ çула кĕтсе илсе культурăпа социаллă сфера учрежденийĕсен, суту-илÿ объекчĕсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен фасачĕсене тата территорийĕсене илемлетес енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурс комиссине пĕтĕмпе 36 ĕç тăратнă. Фотоматериалсемпе слайдсене пăхса тухса малти вырăнсене йышăннисене палăртнă.

Шкулсем хушшинче малти виçĕ вырăна Энтрияль, Вăтапуç тата Сухайкасси вăтам шкулĕсем йышăннă. Ача сачĕсенчен чи лайăххи – Шăхасанти "Искорка" ача сачĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Уçырмари "Солнышко", виççĕмĕшĕнче – Вăтапуçĕнчи "Колокольчик". Культура учрежденийĕсем хушшинче Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕпе кану центрĕ çĕнтернĕ. Çĕнĕ Шелттемпе Уçырмари культура вучахĕсем те илемлисен шутĕнче. Уçырма ял тăрăхĕн территоринче вырнаçнă Зеленый поселокĕнчи А.Иванов предпринимателĕн лавкки суту-илÿ объекчĕсем хушшинче чи çÿлти вырăна тивĕç пулнă.

Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа илемлетес енĕпе Çеçпĕлти культура çурчĕ чи хитри. Шăхасанти "Çĕнтерÿçĕсен лапамĕ" территори иккĕмĕш, Уçырма ялĕн библиотеки виççĕмĕш тесе йышăннă. Вăтапуç ялĕнчи Ленин урамĕ комисси членĕсен шучĕпе илемĕпе тÿрех Çĕнĕ çул уявне аса илтерет.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем тата парнесем панă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика