АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр асăнмалăх

13 января 2012 г.

Ямаш çыннисене Çĕнĕ çул ячĕпе хаклăран та хаклă икĕ парне кÿнĕ. Çакăн пек хисеп тăвакансенчен пĕри – Шупашкарта пурăнакан А.Стеклов. Александр Иванович Ямаш ялĕ 450 çул тултарнă тĕле, ăна 2011 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тунă, архив материалĕсене пухса "Ямаш мурза – сын князя Мангуша" ятпа кĕнеке кăларнă.

Ямашсене тепĕр савăнăç кÿрекенни кÿршĕ ялта – Вăрнар районне кĕрекен Кив Шуртанта çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрнар районĕн тĕп больницинче ĕçлекен П.Михайлов врач. Петр Константинович Ямаш çинчен документлă фильм ÿкернĕ. Унта вăл ял юбилейне мĕнле паллă тунине, унăн кулленхи пурнăçне, уявĕсене, йăли-йĕркисене кăтартнă. Автор ял тăрăхне темиçе диск парса хăварнă. Курас кăмăллисем ял тăрăхне пыма пултараççĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика