АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул çĕнĕ тĕллевсем палăртать

13 января 2012 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче пайсемпе службăсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе кашни уйăх пуçламăшĕнче йĕркелекен анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов йĕркелесе пычĕ. Тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, Çĕнĕ çул уявĕсемпе çыхăннă мероприятисене тишкерсе пĕтĕмлетнипе çыхăнчĕ.

Чăваш Ен ШĔМĕн районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Левый пĕлтернĕ тăрăх çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă уяв мероприятийĕсем тата кану кунĕсем лăпкă лару-тăрура иртнĕ. Район территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем шута илмен. Анчах та тимсĕрлĕхе пула виçĕ çĕрте пушар тухнă, кил хуçисене пысăк шар кăтартнă. Культура çурчĕсенче ирттернĕ елка уявĕсенче районти полици сотрудникĕсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем черетпе дежурствăна тухнă.

Уяв уявпа та, анчах тепĕр чухне вăл инкек те илсе килет. Çĕнĕ çулти кану кунĕсенче районăн тĕп больницине пулăшу ыйтма пыракансен йышĕ те нумайланнă. Ытларах пайĕ апат-çимĕçпе (килте хатĕрленĕ торт, салатсем) наркăмăшланнă, аманнисем те 90 çынна яхăн. Районăн тĕп врачĕ Рената Федорова каланă тăрăх, алкогольпе наркăмăшланнă 12 çынран вуннăшне реанимаци уйрăмĕнче пурнăçа тавăрма тивнĕ. Васкавлă пулăшăва питех те васкавлă пулăшу кирлĕ чухне кашни çеккунта шутласа кĕтетпĕр. Пуçтахрах çамрăксем вара васкавлă пулăшу машинипе такси вырăнне усă курма та именмеççĕ. Тăрăн енчи çамрăксем эрехпе самаях хĕрнĕ хыççăн васкавлă пулăшу машинипе такси вырăнне усă курма шутланă, вĕсене Канаша леçмелле пулнă иккен. Çав вăхăтра вара, тен, тепĕр çĕрте пирвайхи пулăшăва кĕтсе илейменнипе çын вилме те пултарать вĕт-ха. Кун пек шÿтлесе кăна васкавлă пулăшу чĕнтернĕ тĕслĕхсем вунă хутчен пулнă. Çын пурнăçĕ хаклине шута илсен сахалах мар.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсене, вĕсенче вырнаçнă учрежденисене Çĕнĕ çул уявне хатĕрленессипе районта кашни çулах тĕрлĕ номинаципе конкурс ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Вăтапуç, Энтрияль, Уçырма, Сухайкасси, Сиккасси, Çĕнĕ Шелттем, Çеçпĕл, Шăхасан, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ, çавăнпа та вĕсем малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Карăклă, Кăшнаруй, Чакаç, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсем темшĕн конкурса хутшăнма кăмăл туман.

Канашлура çавăн пекех райадминистрацин социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçи Лия Арсентьева, вĕренÿ управленийĕн тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕсем Юрий Алексеевпа Валентина Михайлова, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ Наталия Базунова, спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин, налук службин сотрудникĕ Светлана Ильина тухса калаçрĕç. Çĕнĕ çулти уявсенче районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ енлĕ 160 ытла мероприяти ирттернĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров пулăшнипе 330 ача Шупашкарта ирттернĕ Президент елкине хутшăнма пултарнă. Шкулсене модернизацилемелли проектпа килĕшÿллĕн кĕçĕн класс учителĕсем валли автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем илсе килнĕ. Кăçал ку ĕç малалла тăсăлать.

Унтан Ямаш, Асхва, Пайкилт, Уçырма, Янкăлч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти халăх наказĕсене мĕнле пурнăçа кĕртни çинчен отчет турĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов пĕтĕмлетрĕ. Районта йĕркелекен мероприятисене кашни хăйне май хутшăнать. Пĕрисем вĕсене тăрăшса хатĕрленеççĕ пулсан, теприсем – ячĕшĕн, пĕрисем кашни çĕрех çитме ĕлкĕрсен, виççĕмĕшсем пăрăнса юлма сăлтав шыраççĕ. Çавăнпа та йышпа ирттерекен ĕçсене хутшăнмалла, вĕсене вырăнти халăха та явăçтармалла. Вара ялта пурăнакансен ĕçлес, пурăнас хавхаланăвĕ те ÿсĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика