АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ырă ĕç тăваççĕ

13 января 2012 г.

Сиккасси тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, хастар ĕçпе республикипех палăрнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Ю.Артемьев профессор. Хусанти патшалăх университетĕнчен, М.Горький ячĕллĕ литература институчĕн аспирантуринчен вĕренсе тухнă. 1982 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче преподаватель ĕçне пуçăннă. 2001 çулта Юрий Михайловича вырăс литературин кафедрин заведующине лартнă.

Ю.Артемьев – 10 кĕнекепе учебник авторĕ, литература тата культура проблемисемпе 250 ытла наука, литературăпа критика, публицистика ĕçĕ çырнă. Пĕлĕвĕпе опытне вĕренекенĕсене, пулас учительсене парать. Филологи специальноçĕсем енĕпе диссертаци канашĕн членĕ пулнă май квалификациллĕ ăсчахсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать.

Районăн паллă çыннисем çинчен пĕлес килсен Атнаш ялне çул тытăр. Кунта пурăнакан В.Прокопьев-Ильдер пек тĕплĕ каласа параканни, ахăртнех, урăх ниçта та çук пулĕ. Валериан Прокопьевич – тавра пĕлÿçĕ, 2005 çултанпа – чăваш халăхĕн академикĕ, тăван еншĕн шутсăр пысăк ĕç тăвать, лара-тăма пĕлмен, канăçсăр чĕреллĕ журналист. Мухтавлă ентешĕмĕрсем çинчен тупнă материалсемпе усă курса вăл "Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем" ятпа самаях хулăн кĕнеке кăларчĕ. Иккĕмĕш кĕнекине те хатĕрлесе çитернĕ. Ăна пичет станукĕнчен тухма пуян предприятисемпе организацисем, предпринимательсем укçа-тенкĕ енчен пулăшасса питĕ шанас килет.

Пĕлтĕр В.Прокопьевăн "Вăрăмпуçĕнчи çĕр ăстисем" кĕнеки пичетрен тухрĕ. Унта вăл Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă М.Зиновьева тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ В.Платонов çинчен каласа парать. Халĕ Асхва ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, "Мотор" колхозра дояркăра ĕçлесе Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ В.Дмитриева пирки кĕнеке çырать. Çав хушăрах район энциклопедине хатĕрлесе çитерес енĕпе тăрăшать. Кăçал ăна "Канашский район: энциклопедия в лицах" ятпа вулакансем патне çитерес ĕмĕтпе пурăнать.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика