01 января 2012 г.
Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕн курав залĕнче Канаш енĕн Мухтав юрри янăраса кайрĕ. Унăн мăнаçлăхĕ "Канашсем" ентешлĕхĕн вун çиччĕмĕш уявĕ пуçланнине пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никоноров ертсе пыракан "Канаш" халăх хорĕ музыкăпа ташă сюити кăтартрĕ. Уява ертсе пыма шаннă Л.Филиппова паллă сăвăç, журналист, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ тата Шупашкарти 33-мĕш номерлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Диарова, пĕри Малтикас, тепри Маяк ялĕсенче çут тĕнчене килнĕ, сцена çине ентешлĕх ертÿçине, паллă çыравçа, педагога, ăсчаха Анатолий Кипече йыхравларĕç.
– Уяв ирттерме сăлтавĕ сахал мар пирĕн. Кунта Канаш çĕрĕн чи сумлă çыннисем пухăннă. Кăçал эпир тĕрлĕ уяв, тĕлпулу, ăмăрту тата ытти мероприяти 33 хутчен ирттертĕмĕр. Канаш хулипе районĕн пурнăçĕпе интересленсех тăратпăр, унта ĕçлесе пурăнакансен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, – терĕ Анатолий Ильич уява уçса.
Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, хулапа район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов хула тата район мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕç, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Паллах, уяв ячĕпе саламлама ăшă та ырă сăмахсем тупрĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа телей те ăнăçу сунчĕç, тăван тăрăха час-час килсе курма ыйтрĕç, канашсен ячĕпе Анатолий Ильича асăнмалăх парне пачĕç.
Канаш тăрăхĕ сăмах ăстисемпе пуян. Çеçпĕл Мишши, Степан Аслан, Георгий Ефимов, Николай Терентьев, Петĕр Çăлкуç ячĕсене пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлет, вĕсем чăваш литературин фондĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Ертсе пыракансем хальхи вăхăтри поэтсемпе прозаиксене, ентешĕмĕрсене, сцена çине хăпарма ыйтрĕç. Сергей Павлов (Ушанарта çуралнă), Лидия Сарине (Аслăял), Юрий Артемьев (Сиккасси), Анатолий Кипеч (Чулкăмака), Лидия Филиппова (Малтикас), Валерий Алексин (Пукăртан), Светлана Асамат (Кайри Ăнтавăш), Николай Григорьев (Кайăкьяль), Надежда Силпи (Кăшнаруй), Ольга Васильева (Мăкăр) пукансем çине вырнаçса ларичченех алă çупни янăраса тăчĕ. Вĕсем хăйсен йышне Карăклă поэтне Шевкен Гришшине, Атнашра пурăнакан тавра пĕлÿçе, район энциклопедине хатĕрлекен Валериан Прокопьева йышăнчĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула ентешĕсен чыславне килейменнисен ячĕсене те асăнса хăварчĕç, вĕсем – Виталий Енĕш (Пратьякас Енĕшре çитĕннĕ), Николай Максимов (Кăшнаруй),Станислав Сатур (Ушанар), Альбина Мышкина (Уçырма). Валентин Абрамов (Кăшнаруй) каярах юлса çитрĕ.
Пирĕн мухтавлă ентеш, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.Артемьев профессор чăваш литература критикин шур сухалĕсен ретĕнче сумлă та тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Юрий Михайлович тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕ. Чăваш поэзийĕн классикĕн, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн Константин Ивановăн тăхăмĕсем пирĕн районти Пайкилт ялĕнчен иккен. Вĕсем Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене вăйпа христус тĕнне йышăнтарнă чухне Пушкăрта тарса хăтăлса юлнă. Хальхи вăхăтра паллă ăсчах К.Иванов çинчен кĕнеке кăларас енĕпе çанă тавăрсах ĕçлет. Уяв кĕрекинче Тихон Сергеевичпа Валентина Ефремовна та пулчĕç. Иккĕшĕ те ăслăлăх докторĕсем, пĕри биологипе, тепри историпе пысăк ĕçсем çырнă. Çĕнĕ Мами тата Вăтакас Татмăш ялĕсен çыннисем вĕсемпе мухтанаççĕ, савăнаççĕ.
Чакаç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен К. Тихонова армспортпа ирттерекен, Çăлпуç хĕрĕ, Шупашкарти олимп резервĕсен училищин воспитанникĕ Н. Федорова ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсене хутшăнсах тăраççĕ. Кăçал вĕсем юниорсен ăмăртăвĕнче тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕç. Кристинăпа Надьăна сцена çине кăларса чысланă чухне зал хыттăн алă çупрĕ, унтан та кунтан "Маттур!" тесе кăшкăрни илтĕнсе тăчĕ. Кăваррăн йăлкăшакан чечек çыххисем парсан çак хĕрсем пушшех те чиперленсе кайрĕç. А.Кипеч чăтса тăраймарĕ, çамрăксемпе калаçнă хыççăн чунĕ çамрăкланчĕ тейĕн, итальянецсен халăх хушшинче анлă сарăлнă юрату юррине юрласа ячĕ. Унăн пултарулăхĕпе, илемлĕ сассипе хăпартланнă зал киленÿ шевлипе çуталса тăчĕ. Анатолий Кипеч шăрантарнă "Афган юрри" вара нумайăшĕн чунне самаях хускатрĕ, куçĕсене пĕчĕк тутăрпа вăрттăн шăла-шăла илекенсем те пулчĕç. Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă, вертолет çÿретнĕ Г.Матвеев ун патне пычĕ те: "Тав сана, Анатоли тете", – тесе пуç тайрĕ.
Канашсене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Канашра çитĕннĕ В.Павлов, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ В.Абрамов, Красноармейски районĕн "Трак ен" ентешлĕхĕн ертÿçи А.Львов, Афганистанри событисене хутшăннисен республикăри союзĕн председателĕ, орден кавалерĕ Г.Матвеев, Екатеринбургри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Д.Николаев саламларĕç. Николай Максимовичăн ачалăхĕ Канаш хулинче иртнĕ. Вăл каланă тăрăх, Екатеринбург хулинче тата облаçĕнче 11 пин ытла чăваш пурăнать, вĕсем хушшинче Канаш тăрăхĕнчен килнисем те сахал мар.
Кăшнаруй хĕрĕ Надежда Силпи Шупашкар район администрацийĕнче ĕçлет. Вăл "Çăлкуç" халăх ансамблĕн ертÿçипе А.Печниковпа тачă çыхăну тытать. Анатолий пирĕн пултаруллă ентешĕн чылай сăввине юрра хывнă. "Çăлкуç" çав юрăсенчен хăшне-пĕрне юрларĕ. Н. Заводскова, унăн пĕчĕк тăван çĕршывĕ Яманкасси, йĕркеленĕ "Эмине" ансамбль солисчĕ Е.Николаев пирĕн Надеждăн хайлавĕсене янраттарчĕ. Çавăн пекех пултарулăхĕпе Канаш тăрăхĕнче çуралса чăваш тĕнчине тухнă Альбина Сарри юрăç, çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев, Денис Пугач студент, Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекен Александр Мамонтов, "Призвание" ташă ансамблĕ иксĕлми савăнăç кÿчĕç.
Тăхтав вăхăтĕнче фойере "Канаш" хор тата культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль чăваш такмакĕсене шăрантарма тытăнсан уява килнĕ çынсем тăнă çĕртех кĕвĕ çеммипе тĕрлĕ хускану тума тытăнчĕç, хăюллăраххисем артистсемпе пĕрле ташша яра пачĕç. Райпо тĕрлĕ кондитер изделийĕ, чустаран пĕçернĕ çимĕç, тутлă шывсем сутассине йĕркеленĕ. Кунтах юратнă писательсен кĕнекисене туянас текенсем кăмăлĕсене тултарчĕç.
Хамăн репортажа студент çулĕсенче туссем, уйрăмах ытти районсен çамрăкĕсем, тутар тата пушкăрт енчен килнĕ чăваш ачисем умĕнче тăтăшах калама юратнă сăмахсемпе вĕçлес тетĕп. Тĕрĕссипе каласан, асăмран тухса та ÿкнĕччĕ çав сăмахсем. Тавах çамрăк чухнехи юлташăма, Кăшнаруй каччине – университет доцентне Валентин Абрамова – шухăша кĕскен те витĕмлĕн палăртакан пуплевĕме уяв сцени çинчен аса илтернĕшĕн. Акă çапла вăл: "Çĕр çинче пулсан Канаш – пурăнать апла чăваш". Çапла пултăрччĕ.
В.АЧЧА.