01 января 2012 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи йĕркелĕхпе тивĕçтерес тата йĕркелĕхе пăсассинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем гражданла тăнăçлăха, нацисем тата тĕнсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен доклад туса пачĕ. Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.Левый çамрăксем хушшинче воспитани ĕçне çирĕплетесси, канăвăн ку чухнехи формисемпе моделĕсене йĕркелесси, çул çитмен çамрăксене йĕркене пăсассинчен асăрхаттарасси, ку чухнехи обществăра çемьесен ăс-тăн тата хăйне хăй тытма пĕлессин рольне ÿстересси çинчен тухса калаçрĕç. Хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев тата районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.Левый азартлă вăйăсене йĕркелессине тата ирттерессине хирĕç кĕрешессине вăйлатас енĕпе мĕнле ĕçлени тата çак ĕçĕн эффективлăхне ÿстермелли çинчен каласа пачĕç.
Районăн "Наркотиксемпе йĕркесĕр усă курассипе тата вĕсене саккуна пăсса сутассипе кĕрешмелли комплекслă мерăсем" тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртес енĕпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетĕвне пăхса тухрĕç. Вĕрентÿ тата сывлăх учрежденийĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕç, шкул ачисем тата çамрăксем хушшинче пирус туртнин сиенĕ çинчен ирттернĕ калаçусене сÿтсе яврĕç. Тепĕр хут преступлени, çулсем çинче автоинкексем тăвассинчен асăрхаттарас енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен те калаçрĕç.
А.ТЯМИНА.