АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни йăтса çÿрес çĕклем мар

01 января 2012 г.

Çак çынна Каçал тата Канаш тăрăхĕсенче питĕ лайăх пĕлеççĕ, уйрăмах пенси çулĕсенчисем. Н.Севастьянов Комсомольски районĕнчи Янкасси ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ ăна 1932 çулăн пĕрремĕш кунĕнче пурнăç парнеленĕ. Унăн ачалăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ. Каникулсенче тата канмалли кунсенче вăй çитнĕ таран колхоз ĕçĕсене хутшăннă: акнă уйсене çум курăкран тасатнă, çур аки вăхăтĕнче плуг хыççăн утнă, çурлапа тырă вырнă, йĕтем çине кĕлтесем турттарнă, тăпачпа авăн çапнă, тасатса тирпейленĕ тырра вăкăрпа элеватора турттарнă.

– Вăкăр лаша мар, ăна тытса пыма питĕ йывăрччĕ. Лав çинче иккĕнччĕ, пĕри – тырă миххисене тиекенĕ тата пушатаканĕ, тепри – лава тытса пыракан çамрăк ача, эпĕччĕ ĕнтĕ вăл. Хăш чухне çул айккинче шыв ланкашкине курсан е пĕве тĕлне пулсан ниепле те тытса чарма çукчĕ, ĕçес килнипе лавĕ-качки сĕтĕрсе каятчĕ. Пайтах куççуль юхтарнă. Макăрнă хыççăн чун лăпланатчĕ, ĕçсе тăраннă вăкăр та хытăрах кайнăн туйăнатчĕ. Пирĕн ялтан Канашри элеватора çитме 50 çухрăмччĕ, икĕ талăка яхăн каяттăмăр унта, – аса илчĕ Николай Иванович.

Коля колхоз лашисене те пăхнă. Çакăншăн ăна çур ĕç кунĕ лартса панă. Хĕлле лавпа килтен киле çÿресе кайăк-кĕшĕк каяшĕ, кĕл пухнă, çуркунне хирсем юртан тасалсан вĕсене уя турттарнă. Тăраниччен апатне çимен, япăх тумпа çÿренĕ пулин те пурнăçпа савăнма пĕлнĕ. Ача чухне кулянма пĕлмен. Каçхине урама тухсан ĕçлесе ĕшенни таçта кайса кĕнĕ – вылянă, кулнă.

– Вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерни çиçĕмле хăвăртлăхпа çитсен ял халăхĕ мĕнле савăннине халĕ те ас тăватăп. Çывăх тăванне çухатнисем йĕпеннĕ куçне шăла-шăла илетчĕç. Атте чĕрĕ таврăнни пирĕн пысăках мар çурта хĕпĕртÿпе тултарчĕ. Аннен савăнăç куççулĕ ахах пĕрчи пек туйăнчĕ, – малалла калаçрĕ ветеран.

Николайăн Çĕнĕ Кипеç шкулĕн директорĕнче ĕçлекен ашшĕне районти çĕр ĕç пайĕн заведующине лартнă. Часах çемйипех Комсомольскине пурăнма куçнă. 1950 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Николай пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче ÿстерме тытăннă. Вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăннă: институт хорĕнче юрланă, йĕлтĕрпе чупнă, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă, футболла выляма юратнă. Кирек камшăн та студент çулĕсем - чи хаваслă, телейлĕ, ĕмĕрлĕхех асра юлакан вăхăтсем. Николайшăн та çаплах пулнă.

1954 çулта аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалиста Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк вăтам шкулне физикăпа математика вĕрентме яраççĕ. Çулталăк çурăран салтака кайма ят тухать. Молдавири çар чаçĕсенчен пĕринче хими ротине лекет. Ăна комсомол организацине ертсе пыма шанаççĕ. Салтаксемпе эрнесерен политзанятисем ирттерет, "За Родину" стена хаçачĕ кăларса тăрать.

Салтак тумне хывсан каллех Аслă Чурачăк шкулне ĕçлеме таврăнать. Пушă вăхăтра комсомолецсен политшкулне çÿрет. Пропагандист та пулать. Пултарулăхне кура çамрăк учителе районăн вĕренÿ пайĕн методистĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. 1963 çулта ăна райĕçтăвкомăн вĕренÿ пайĕн заведующине лартнă. Николай Иванович кадрсемпе ĕçлессине малти вырăна хунă. Учительсен коллективĕсене ертсе пыма пултаруллă, пуян опыт пухнă, шкул ĕçне чунĕпе парăннă педагогсене лартнă. 1967-1968 вĕренÿ çулĕнче ачасен урокри шухăшлавне вăйлатас енĕпе нумай ĕç тунă. Çак енĕпе районти учительсене Хусан шкулĕсенчи опытпа паллашма сахал мар янă. Часах вĕсенчи опытпа Шăхасан, Ăвăспÿрт Кипеч, Ачча шкулĕсенче ăнăçлă усă курма тытăннă. Каярахпа çак ĕç ытти шкулсенче те сарăлнă.

Районти шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе республикăра мала тухнăшăн вĕренÿ пайĕн пуçлăхне Н.Севастьянова кăкăр çине çакмалли "Çут ĕç отличникĕ" паллăпа чысланă, преми парса хавхалантарнă.

1976 çулта Канашри Хĕвел тухăç микрорайонта 6-мĕш номерлĕ вăтам шкул тума тытăннă. Директор ĕçĕсене туса пыма Н.Севастьянова шаннă. Кĕске вăхăтра микрорайонта пурăнакан ачасене шута илнĕ, педагогсен ушкăнне туса çирĕплетнĕ. Вĕренÿ çулне шкул ăнăçлă пуçланă.

Николай Иванович 13 çул ДОСААФăн Канашри автошкулĕн директорĕн çумĕ пулса тăрăшнă. Курсантсене лекцисем вуласа панă, политика калаçăвĕсем ирттернĕ, Шупашкар, Ульяновск тата Хусан хулисене экскурсисем йĕркеленĕ. Вăл тăрăшнипе "За рулем" стена хаçачĕ тытăмĕпе пуян та интереслĕ тухса тăнă. Вунă çула яхăн автошкулти пуçламăш парти организацине ертсе пынă.

Пенси çулĕ çитсен те ĕçлеме пăрахман, Канаш районĕнчи вĕренÿ пайĕн методистĕнче ĕçленĕ. Нумай çул хушшинче пухăннă опытне çамрăк учительсене панă. Ăна районти ĕç ветеранĕсен канашĕн членне суйланă. Николай Иванович район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать, унăн материалĕсене час-часах хаçат страницисенче куратăн.

Н.Севастьяновăн çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнĕвĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствисен Хисеп грамотисемпе, медальсемпе палăртнă. Николай Ивановича 80 çул тултарнă ятпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çывăх тăванĕсем, пĕлĕшĕсем саламлаççĕ. Вĕсен çумне эпир те, хаçат кăларакансем, хушăнатпăр, çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Г.ДИМИТРИЕВ, Н.ЯКИМОВ,

педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика