01 января 2012 г.
Черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Федераци Пухăвне янă Çырупа, республикăра общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕпе, влаç органĕсем умĕнче социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарас енĕпе тăракан задачăсене пурнăçлассипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, республикăра тухса тăракан пичет изданийĕсене 2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнтарассипе çыхăннă темăсене халалланă.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕнчен Л.Рульковăран, Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен В.Александровран, "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри судпа экспертиза лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕнчен Л.Морозовран, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассин ăслăлăх институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕнчен Ю.Карпенкоран, патшалăх ветеринари службин ертÿçин çÿмĕнчен С.Скворцовран, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕнчен О.Павловран тăракан ушкăн килнĕ. Малтанах вĕсем ял тăрăхĕсене каякан ушкăнсемпе кÿртĕм инструктаж ирттернĕ. Министр çумĕ Л.Рулькова ырă хыпар пĕлтернĕ: Чăваш Енри 300 çынна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята пама ирĕк пур граждансен ушкăнĕ çинчен" Указпа килĕшÿллĕн Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят панă, çак йышран вуннăшĕ – пирĕн районтан. Тăваттăшне Людмила Ивановна çак залрах ĕнентерÿ хучĕ панă. Çулталăк пуçламăшĕнче пысăк стажлă çынсене ветеран ятне парас ĕçе малалла тăсĕç. 40 (хĕрарăмсем) тата 45 (арçынсем) çулпа танлашакан стажлă çынсем Чăваш Енре 26 пин ытла. Ыйтса çырнисене тата ытти документа граждансем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕсенче йышăнаççĕ.
Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Вăрăмпуç ял тăрăхĕн çыннисемпе тĕл пулнă. Вячеслав Николаевич информкун темисене уçса панă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Патшалăх Думине янă Çыру çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, хаçат-журнал çырăнтарас ĕç мĕнле пынипе интересленнĕ, ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланă. Владислав Васильевич раштавăн 4-мĕшĕнче иртнĕ суйлавăн районти пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. А.Павловăпа В.Нямукова хăнасен аллинчен ĕç ветеранĕн кĕнекине илнĕ.
Информушкăн вăрăмпуçсемпе ăшшăн сыв пуллашса Вăтапуçне çул тытнă. Кунта та ĕçлĕ калаçу иртнĕ. В.Александров депутат ял тăрăхне компьютер панă, кăрлач уйăхĕнче пушар деповне юсас пирки калаçса татăлнă. Çĕнĕ çулăн 3-мĕш кунĕнче районти 300 арçын ачапа хĕрачана К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне елкăна илсе кайма йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Ял çыннисем панă пĕр ыйту та хуравсăр юлман.
В.АЛЕКСЕЕВ.