28 декабря 2011 г.
Хальхи вăхăтра административлă штрафсене вăхăтра тÿлеменни çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă паллах. Хăшĕсем штрафа палăртнă вăхăтра тÿлеме манса каяççĕ. Финанспа кредит учрежденийĕсенчен ГИБДД уйрăмне штрафсене тÿлесе татни çинчен информаци вăхăтра çитменни те пулкалать. Хăш-пĕр чухне административлă штраф хунине палăртакан постановлени почта урлă адресат патне çитмест те иккен.
Саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене пăснă çыннăн административлă штрафа постановлени вăя кĕнĕ хыççăн вăтăр кун хушшинче тÿлесе татмалла. Енчен те çак тапхăрта ку ĕçе тумасан ун тĕлĕшпе протокол çырĕç. Кун пек чухне вара штраф сумми икĕ хутчен ÿсме пултарать (унăн сумми пĕр пин тенкĕрен кая пулмĕ), çавăн пекех 15 кун таранччен арестлеме те пултараççĕ.
Районта 10 уйăхра 60 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Вĕсенчен 36-ĕшне штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн арестлесе Шупашкарти спецприемнике ăсатнă.
Тĕслĕхсене пăхса тухар-ха. Районта пурăнакан В. гражданин сакăр хутчен йĕркене пăснине шута илнĕ, анчах та вăл пĕр штрафне те тÿлесе татман. Суд çак гражданина административлă йĕркепе 21 талăка арестлеме йышăннă.
И. гражданка хăйĕн килĕнче паспортсăрах пурăннă (çакă паспорт режимĕн йĕркине пăсни), йĕрке хуралçисем ăна административлă йĕркепе явап тыттарнă, 1500 тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Анчах та 30 кун иртсен те хĕрарăм аллинче квитанци курăнман. Ăна суд 3 кунлăха арестлеме йышăннă.
С. гражданкăн штраф сумми те пысăках пулман, пĕтĕмпе те 100 тенкĕ çеç. Анчах та ăна тÿлесе татма ятарласа уйăрнă вăхăт иртсе кайнине кура унăн хăйĕн кĕсйинчен суд йышăнăвĕпе 1000 тенкĕ кăларса хума тивнĕ.
Çавăнпа та штрафсене вăхăтра тÿлеме ан манăр, квитанцисене Раççей ШĔМĕн районти пайĕнче (103-мĕш кабинетра) илме пулать.
О.ЗЕЛЕНЦОВА, ИАЗ инспекторĕ.