АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шырав Чăвашла илтĕнет...

28 декабря 2011 г.

Шырав Чăвашла илтĕнет...

...Хăйĕн питех те кĕске пурнăçĕнче пысăк калăпăшлă ĕç туса хăварнă Василий Макарович Шукшинăн (1929-1974 ç.ç.) тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ паян та нумай калаçтарать. Çакна хаçат-журналта кун çути куракан статьясем те, телекуравпа радиохыпарлав йĕркелекен ятарлă кăларăмсем те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче пирĕн çĕршывра Василий Шукшинăн литературăри, кино ÿкерÿри ĕçĕ-хĕлĕ пирки критиксемпе журналистсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çырнă вăхăтрах унăн йăх-ăрăвĕн "тымарĕсем" ăçтан пулнине тĕпчесси те анлăн сарăлнăччĕ. Ара, пурăннă чухнех классиксен çемйине кĕме тивĕçнĕ çын пирки камăн тĕплĕн пĕлес килмĕ-ха; Унăн кун-çулĕ, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-кукамăшĕ, мăн аслашшĕ-мăн кукамăшĕ камсем тата хăш тăрăхран пулни вулакансемпе куракансене хăй ăнлантармасăр тăма пултарайман.

Çак тапхăрта пирĕн республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче те "шукшиниана" тематика вăй илнĕччĕ. Тăтăшах шырава тухма юратакан тавра пĕлÿçĕсен хушшинче "Шукшинăн йăх тымарĕ Чăваш çĕршывĕпе çыхăннă" тесе уççăнах калакансем те тупăннăччĕ. Вĕсем хăйсен сăмахĕсене çирĕплетме нимĕнле документпа усă курман пулсассăн та ĕненнĕ эпĕ вĕсене, чун-чĕрисемпе чăвашлăха чи мала хуракансене "Чăн-чăн талант пирĕн тăрăхра, Атăлпа Сăр тата Çавал хутлăхĕнче кăна çуралма пултарать" текен шухăш хавхалантарнă мана.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петĕр Ялгир поэт хăй виличчен ĕçтешĕсене те, вулакансене те Шукшинсем ниçтан та мар, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пулнине ĕнентерсе тахăш хаçатра статья кăларнă пек те ас тăватăп. Çакăн хыççăн асăннă район администрацийĕ хăйсен пулас кĕске энциклопедине Василий Шукшина та кĕртме палăртнăччĕ.

Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан, студентсене литературăпа филологи тĕнчине илсе кĕрекен пĕр хĕрарăм-ăсчах (хушаматне асăнмăпăр) "Тăван Атăл" журналта хăй Алтай крайĕнчи Бийск районĕнчи Сростки ялне – Шукшина сăпка сиктерсе ÿстернĕ яла – кайса курни, унти çынсемпе ăш пиллĕн калаçни, вĕсем Василий Макаровичăн çывăх тăванĕсем пулни, чăвашла калаçни çинчен çырса кăтартнă хыççăн манăн кăмăла иленнĕ иккĕленÿ туйăмĕ ирхи тĕтре пекех çухалчĕ мар-и; "Çапла, Шукшин хушамат – чăваш хушамачĕ, вăл "çук çын" тенине çывăх", – терĕм çыравçă-ентешĕмсен шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшсе. Çав хушăрах хам та шырав ĕçне малалла тăсас терĕм. Çав çул çине тăма мана В.Гришаевăн, Алтай крайĕнчи патшалăх архивĕн тĕп специалисчĕн "Сибирские огни" журналта (1983 çул, 4-мĕш номер) пичетленсе тухнă "Несколько строк в биографию Шукшина" статйи хистерĕ. Автор унта Василий Шукшинăн биографине нимĕнле документпа та çирĕплетмен кăтартусемпе "пуянлатакансене" вирлĕн критикленĕччĕ. Вĕсен ушкăнне хайхи чăваш тĕпчевçисемпе тавра пĕлÿçисем те лекеççĕ-çке. Архив ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă В.Гришаев Сростки ялĕн историйĕпе çыхăннă материалсене шыраса тупнă. Вăл палăртнă тăрăх – Шукшинсем ку яла 1867 çулта куçса килнĕ-мĕн. Василий Макаровичăн мăн аслашшĕ Павел Павлович Шукшин Самар кĕпернинчен аякри çула тухма шикленсе тăман. Тепĕр вăтăр çултан, 1897 çулта Сросткине Шукшинăн пулас кукашшĕ Сергей Федорович Попов çав кĕпĕрнеренех куçса килсе тĕпленнĕ. 1916-1917 çулсенчи Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсенчен çакă паллă: ку вăхăт тĕлне Павел Шукшинăн аслă ывăлĕн Леонтин Макар ятлă ывăлĕ тăватă çулта пулнă. Макар Леонтьевич – Василий Шукшинăн ашшĕ. Сергей Федорович Поповăн çемйинче (вĕсен сакăр ача пулнă) çуралса ÿснĕ Мария Сергеевна – Василий Шукшинăн амăшĕ. Шукшинсем те, Поповсем те Алтай тăрăхне Самар кĕпĕрнинчи Бузулук уесĕнчи Толокаевка ялĕнчен куçса килни паллă. Халĕ çав ял Эрĕнпур облаçĕнчи Сорочинск районĕнче.

"Сибирские огни" журналти статьяпа тĕплĕн паллашнă хыççăн эпĕ В.Гришаев патне çыру ятăм, Василий Макаровичăн "пурнăç йывăçĕн" копине ярса пама ыйтрăм. Вăл эпĕ мĕн ыйтнине тивĕçтереймерĕ, ун вырăнне Толокаевка ялĕн кĕске историне ярса пачĕ. Архив кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх – XIX ĕмĕр вĕçĕнче – XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Толокаевка ирçе ялĕ пулнă-мĕн, унти çынсен 95 проценчĕ ирçелле калаçнă. Василий Шукшинăн мăн аслашшĕ те, кукашшĕ те – ирçесем. Тавра пĕлÿçĕсем ĕнентернĕ тăрăх – Мордва Республикинчи Ковылкино районĕнче Шукшин хушаматлă çын йышлă. "Комсомольская правда" хаçатăн 2005 çулхи пĕр номерĕнче Мускаври çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ Александр Шукшин "Хамăн чаплă хушаматпа мухтанатăп" ятлă статья пичетлесе кăларнăччĕ. Вĕсен ялĕнче Василий Макаровичăн хушамачĕпе çÿрекен 100 çынран та иртнĕ иккен. Василий Шукшинăн "Я пришел дать вам волю" романĕнчи пăлхавçăсенчен пĕри Степан Разина çапла калать: "Манăн тăван вырăнсем... Ав сылтăмра – Атăлпа Сăр, Сăра Шукша ятлă пĕчĕк шыв юхса кĕрет. Çакăнтах ял та пулнă, Шукша ятлăскер. Ял саланса кайнă..."

Карттă çинче Шукша юхан шывне шыраса тупма йывăр мар. Вăл Пенза облаçĕн çĕрĕпе юхса иртет. Асăннă облаçа кĕрекен Лунин районĕнче Шукша ятлă пĕчĕк ял пур. Тен, "Я пришел дать вам волю" романта сăнарланнă хресчен-пăлхавçăра Василий Шукшин хăйĕн йăхташне курнă;

Пирĕнпе кÿршĕллĕ ирçесем халĕ пикенсех Василий Шукшина хăйсен мухтавлă ентешĕ тесе хисеплеççĕ. Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш телеканалпа паракан "Жди меня" кăларăма ертсе пыракан Мария Шукшина – Василий Макаровичăн аслă хĕрĕ – çапла каланине эпĕ хам хăлхапа илтнĕччĕ: "Манăн асатте, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тунă вăхăтра, 1933 çулта персе вĕлернĕ Макар Леонтьевич Шукшин, Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче çуралнăскер, ирçе çынни пулнă..."

Шурă çине темĕнле хурапа çырнине вуласан та, тĕрлĕ çын каланине тăнласан та эпĕ Василий Шукшинăн йăх-кăкĕпе çыхăннă пур материал та чăнлăхпа тĕрĕслĕх çинче никĕсленнĕ тесе калаймастăп. Хальхи вăхăтра паллă çынсен кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕнчи "шурă пăнчăсене" пĕтерме Интернет пулăшасса шанса тăратăп, анчах çĕнĕ саманара шанчăклă çул тупса пыракан хăватлă хатĕрпе те хăйсене кирлĕ пек усă куракансем тупăнни кăмăла хуçать. В.Гришаев та мана кун пирки асăрхаттарчĕ: "Унти материалсене пурне те ĕненме çук. Василий Шукшин, унăн çывăх тăванĕсем çинчен çырнă статьясенче йăнăш, "хитрелетсе" калани ытлашшипех. Гени ентешĕмĕре хăйсен çывăхне "туртса" илекенсем те пур".

Çакăн хыççăн эпĕ каллех иккĕленме пуçларăм. Василий Шукшинăн "пурнăç йывăçĕ" çинче Чăваш çĕрĕ еннелле кăтартнă "турат" пуррине те курас килет манăн. Çак тĕллевпе тĕрлĕ çĕре çыру ăсатрăм. Хăй вăхăтĕнче Василий Макаровичпа пĕрле ĕçленĕ, çывăх çыхăну тытнă çынсем ку енĕпе мĕн те пулсан çĕннине пĕлтерессе шанса пурăнатăп. Санкт-Петербургра тĕпленнĕ Глеб Александрович Горышин писатель (вăл мана темиçе çул каялла хăйĕн "Уроки доброты" кĕнекине алă пусса парнеленĕччĕ) Шукшин виличченех унпа туслă пулнă, Алтай крайĕнчи Бийск районĕнчи Сростки ялĕ çак çыравçăшăн иккĕмĕш пĕчĕк тăван çĕршывĕ пулса тăнă."Сердце писателя" очеркра Глеб Горышин Василий Шукшинпа, унăн амăшĕпе Мария Сергеевнăпа тата йăмăкĕпе Натальйăпа тĕл пулни çинчен ăшшăн çырса кăтартнă. Эпĕ Нева çинчи хулара пурăнакан çыравçа çак ыйтăва кăна хуравлама ыйтрăм: "Василий Макарович сăнĕ-пичĕпе каснă-лартнă чăваш пек курăннăран калаçусенче йăх-ăру тымарĕсем çинчен мĕн те пулсан асăнмастчĕ-и;" Писатель хыпарне чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

Тăван республикăри тĕпчевçĕсем те "шукшинианăна" çĕнĕ страницăсемпе пуянлатасса шанатăп. Мордва Республикин архив службин пуçлăхĕ Юрий Федорович Юшкин пĕлтернĕ тăрăх – "ирçе шыравçисем тинех лăпланчĕç". Пирĕн вара лăпланма иртерех-ха. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче хамăрăн тавра пĕлÿçĕсем "Шукшин чăваш йăхĕнчен" теме хăюлăх çитерчĕç пулсан пирĕн çавна документсемпе çирĕплетсе пама чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх тупмалла. Тен, çак ĕçе пурте ăнлануллăн тытăнсан шырав пурăна-киле ăнăçлах вĕçленĕ. "Шукшин" тени ытла та чăвашла илтĕнет-çке!..

Г.КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика