28 декабря 2011 г.
Вырсарни кун хулари "Локомотив" стадионта Канаш хулипе районĕн хоккей командисем хушшинче юлташла тĕл пулу иртнĕ. Район командин йышĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов, Алексей Григорьев, Вячеслав Никитин, Виталий Назаров, Артем Федоров, Денис тата Владимир Семеновсем, Игорь Фролов, Василий Савов, Владимир Родионов, Сергей Смирнов вылянă. Вĕсем хирĕç тапăнса выляканăн хапхине вăйă пуçламăшĕнчех гол çапса кĕртнĕ. Хула командин лару-тăрăва вăйă вĕçнелле кăна лайăхлатмалла май килнĕ. Хĕрÿ тупăшура район хоккеисчĕсем 7:6 шутпа çĕнтернĕ. Никитин икĕ гол кĕртнĕ, Смирнов, Семенов, Родионов, Григорьев тата Фролов – пĕрер гол. Район командине туслă йыш, ăнăçлă вăйă çеç мар, райадминистраци ертÿçи Владислав Софронов хоккейла ăста выляни те çĕнтерÿ тума пулăшнă.
А.ВИКТОРОВА.