28 декабря 2011 г.
Иртнĕ вырсарни кун Ухман ялĕнче Чечняри çапăçусенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăка уçрĕç. Асăну палăкне çак ялта çуралса ÿснĕ Алексей Валерьевич Петрова тата 1994-2002 çулсенче çар службинчен тăван Канаш ене Чечня Республикинчен цинк тупăкпа таврăннă 9 çамрăк ячĕпе лартнă. Вĕсем – Ю. Мартынов рядовой, С.Алексеев рядовой, А.Семенов кĕçĕн сержант, Д.Волков сержант, В.Павлов старшина, Л.Молоствов рядовой, М.Ендеров рядовой, А.Васильев аслă сержант, В.Яковлев рядовой.
Яшсем вăтамран та 20 çулта кăна пулнă, хăшĕ, тен, аслăрах е кĕçĕнрех-и... Çак каччăсенчен пĕри те паттăрла ĕç туса пурнăçран уйрăласси çинчен шутлама та пултарайман-тăр. Çав ĕçе каярахпа пĕр сăмахпа çеç Паттăрлăх тенĕ.
Алексей Петров 1976 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ухман вăтам шкулĕнче лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă, ÿкерме юратнă. Футболла, хоккейла вылянă. Çирĕп кĕлеткеллĕ пулнă пулин те вăл нихăçан та курнăçланса çапăçса çÿремен. 18 çул тултарсан, 1994 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче, çар службине кайма ят тухнă. Алексей Ленинград облаçĕнче хĕсметре тăнă. 1994 çулта Чечняра çарти лару-тăру йывăрланса çитнĕ. РФ Президенчĕн ун чухнехи Указĕпе Алексей Петров юлташĕсемпе пĕрле чи малтан Чечен Республикинчи çапăçусене кĕнĕ. 1994 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче вăл Грозный хулинче паттăррăн пуçне хунă.
Асăну митингне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Раççей территорийĕнчи тата Афганистанри çапăçусен историйĕсем çинче чарăнса тăчĕ. "Вĕри точкăсенче" ĕмĕрлĕх куç хупнă Канаш ен çамрăкĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Паттăр ентешсене халăх манмасть. Вĕсен ячĕпе йăлана кĕнĕ спорт турнирĕсем, ăмăртусем иртеççĕ. Владислав Васильевич иртнĕ çул Дагестан республикинче тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ Руслан Желудкин подполковника та аса илчĕ. "Вăл Тăван çĕршыва сутса чĕрĕ юлма та пултарнă, анчах Руслан таса чунлă юлса пурнăçпа сывпуллашнă. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче упранать. Патриотла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă кашни паттăр ĕмĕрлĕх мухтава тивĕç", – терĕ В.Софронов.
Раççей Гимнĕ янăрать. Владислав Васильевич вилнĕ салтаксен амăшĕсемпе аппăш-йăмăкĕсене тав туса чечек çыххисем парать. Хурлăхлă кĕвĕ янăранă хушăра палăк çине витнĕ чатăра илеççĕ. Ухман ялĕнчи чиркÿ священникĕ палăка çветтуй шывпа сăваплать. Митинга пухăннă халăх Чечняри çапăçусенче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăрать.
Унтан вилнĕ салтаксен тăванĕсем, пĕр класра вĕреннисем, шкул ачисем тата палăкăн скульпторĕ, Ухман ялĕнче пурăнакансем паттăр ентешсем ячĕпе чуна тивмелле сăмахсем каларĕç. Çавăн пекех Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. Алексеев, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, Алексей Петров салтакăн амăшĕ Зоя Даниловна тата ыттисем тухса калаçрĕç. Зоя Даниловна палăк тума пулăшнăшăн район, ял тăрăхĕн администрацийĕсене Тав çырăвĕсем пачĕ.
Канаш тăрăхĕнче çут тĕнчене килсе, çитĕнсе, кĕрнекленсе çара юрăхлă пулнă 10 çамрăкăн пурнăçĕ Чечен Республикинче тăшман пульлине пула вăхăтсăр татăлчĕ. Вĕсен кашнийĕн ячĕ – çак палăк çинче. Паттăрсене ĕмĕрлĕх мухтав!
А.ТЯМИНА.