23 декабря 2011 г.
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем çулсем çинчи аварисен сăлтавне уçса панă çĕре кăна мар, преступниксене тытса чарнă çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмра çул çинчи инкексен топографи анализне тăвассине йĕркеленĕ, çакă авари мĕнле условисенче тата мĕн сăлтавпа пулнине уçса пама пулăшать.
Кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 64 авари (2010 çулта – 59) регистрациленĕ, 9 çын (17) пурнăçран уйрăлнă, 82 (78) çын аманнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни; автомашинăсем хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса кайни; транспорт хăвăртлăхĕ çул-йĕр условийĕсемпе килĕшсе тăманни. Хальлĕхе, телее, ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Аварисене сăнлас пулсан çапăннă, çаврăнса ÿкнĕ тата çынна таптанă тĕслĕхсем ытларах. Вырсарни кун тата шăмат кун 22-24 сехетсенче инкексем час-час пулаççĕ.
Топографи анализĕ Çĕрпÿ–Ульяновск автоçулăн 33, 37, 38, 40, 45, 52, 55, 56, 60-мĕш километрĕсенчи, çавăн пекех Шăхасан, Вăрăмпуç, Чакаç, Малти Тукай ялĕсен çывăхĕнчи уйрăм участоксем хăрушă пулнине кăтартса парать.
Çынсен çул çинчи тимлĕхне ÿстерес тесе "Канаш ен" хаçатра материалсем тăтăшах пичетлетпĕр, ача сачĕсенче, шкулсенче, автотранспорт предприятийĕсенче калаçу урокĕсем, лекцисем, профилактика занятийĕсем ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çамрăк инспекторсен çичĕ отрячĕ тата "Картинг" ушкăн ĕçлеççĕ.
Вун пĕр уйăхра çул çÿремелли правилăсене пăснă 7514 (2010 çулта – 8991) факт уçса палăртнă, вăл шутран 165 (208) çынна ÿсĕрле руль умне ларса тухнăшăн, 696-шне (956) хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмалли правилăна пăснăшăн, 300 (411) çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, 3465 (4845) водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 2053600 тенкĕ штраф хунă, 156025 тенкĕ шыраса илнĕ.
Çулсем çинчи лару-тăрăва кăна мар, автохуçалăхсен ĕçне асăрхаса тăрасси те пирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 41 автохуçалăх, вĕсенче 6569 единица чухлĕ транспорт хатĕрĕ шутланса тăрать. Çак шутран организацисемпе учрежденисен транспорчĕсем – 293, уйрăм çын тытакан автотранспорт – 6254, мототранспорт 22 единица. Районта шкул ачисене турттаракан ятарлă 19 автобус пур. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Шкул автобусĕсен водителĕсене явап тыттарнă пилĕк тĕслĕх пур. Çавăн пекех пассажирсене турттаракан 250 водителе (пĕлтĕр – 302) штраф тÿлеттерме тиврĕ.
Район витĕр иртекен çулсем çинче 20 кĕперпе путепровод, 11 чукун çул переезчĕ, 2701 çул-йĕр палли. Çулталăк пуçланнăранпа çулсене, автобус маршручĕсене, чукун çул переезчĕсене тишкернĕ, предписанисем çырнă.
Профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах çыннăн хăйĕн кун-çулĕшĕн хăй кăна яваплă пулнине асра тытмалла.
О.МИКУШИН, РФ ШĔМĕн районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.