23 декабря 2011 г.
Валентина Михайлова преподаватель ирттерекен музыка урокĕсенче ачасем теорие, унăн кăткăслăхĕпе вăрттăнлăхĕсене, тарăнлăхне уйрăм предмет пек тишкереççĕ. Валентина Васильевнăн пĕлÿ те, практика хăнăхăвĕ те çителĕклĕ.
Валентина Васильевна Шăхасанти ача-пăча ÿнер шкулĕнче ĕçлеме пуçлани 23 çул çитрĕ. Вăл Çĕнĕ Шелттем ялĕнче 1953 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ Иванов Василий Иванович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнăскер, Канаш райповĕнче водительте ĕçленĕ, районти лавккасене таварсем турттарнă. Амăшĕ Иванова Анна Ивановна ялти библиотекăра тăрăшнă.
Çемьере 5 ача çитĕннĕ, чи асли Валентина. "1970 çулта, эпĕ 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне, манăн атте сарăмсăр вилчĕ, вара пире анне 5 ачана пĕччен пăхса ÿстерчĕ. Мĕн пĕчĕкрен эпир колхоз ĕçĕнче вăй хунă: çум çумланă, тырă вырнă, йĕтемре тырă кĕртнĕ. Ун чухне ялта ача нумайччĕ, эпир çамрăксем ваттисенчен юлмасăр ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕрччĕ. Каçхине çамрăксем ялти клуба пуçтарăнатчĕç. Эпир унта концертсем, спектакльсем лартаттăмăр, таврари ялсене тухса çÿреттĕмĕр", – аса илет Валентина Васильевна.
Çитĕнсе-аталанса пынă май çын ачалăхран çамрăклăха куçать. Çамрăклăх вара - этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă самант. Çамрăк чухнехи вăхăта мĕншĕн пурте кăмăллаççĕ-ха; Мĕнпе илĕртет вăл;
Мĕн пĕчĕкрен юрлама-ташлама юратнăскер, вăтам шкул пĕтерсен Çĕрпÿри çут ĕç училищине вĕренме кĕрет. Вăл вĕреннĕ ушкăнра 28 ача пĕлÿ илнĕ, пурте вĕсем тăрăшса, пĕр-пĕрне пулăшса вĕреннĕ. Халĕ те, вĕренсе пĕтерни 36 çул иртнĕ пулсан та, çыхăну тытаççĕ, тĕл пулусем, юбилейсем пĕрле ирттереççĕ. Вĕренсе пĕтерсен Валентина 1974 çулта хамăр районти Вăрăмпуç ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçе пуçăннă, пĕр уйăхран ăна Шăхасана куçарнă. Ун чухне директор пулса Шоркин Яков Тимофеевич ĕçленĕ. Методист пулса – Егоров Александр Егорович. Малтан Валентина Васильевна массовик инструктор, кайран методист, хормейстер пулса тăрăшнă. Александр Егорович музыка енĕпе питĕ ăста пулнă, вăл мĕн пур музыка инструменчĕпе ăста калама пĕлнĕ. Çапла вара райбольница, спецбольница тата культура ĕçченĕсен хорне йĕркелесе пынă. Çав çулхинех Аслă Çĕнтерĕве 30 çул çитнине халалласа Ильин Фома Ильич пулăшнипе вăрçăра пулнă арçынсемпе хор йĕркеленĕ. Çав хорпа вĕсем хамăр районта çеç мар, ытти районсенче те пулнă, Шупашкара та çитнĕ.
"Районти культура çурчĕ çумĕнче пирĕн "Ылтăн пучах" ятлă агитбригада ĕçлетчĕ. Канаш районĕнче агитбригада çитмен клуб, колхоз юлман-тăр. Кĕрхи е çурхи ĕçсем пынă вăхăтра кашни кун 7-шер концерт кăтартаттăмăр, пирĕнпе пĕрле райком ĕçченĕсем, врачсем çÿретчĕç. Хĕллехи вăхăтра колхозри сĕт-çу фермисене те каяттăмăр. Концерт программине çĕнетсех пынă. Республикăра ирттерекен агитбригадăсен смотр-конкурсĕсенче яланах малти вырăнсене йышăннă", – ăшшăн аса илет иртнĕ вăхăтсене Валентина Васильевна.
Çак агитбригадăрах Валентина Васильевна хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулнă. Михайлов Олег Нестеровичпа 1975 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Асли Вероника ятлă, кĕçĕнни – Снежана. Вероника амăшĕ пекех музыка енĕпе вĕренсе учитель пулчĕ, Снежана суту-илÿре ĕçлет.
"Телейлĕ мăшăрлану - ялан кĕске туйăнакан вăрăм калаçу. Çемье тĕвви – çĕр çинче чи çирĕп, сăваплă та çепĕç тĕвĕ. Кил çемье ăшшипе тулсан йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах. Чи кирли – çемье туслă пултăр. Ун чухне хамăрпа пурăнакансем те пирĕн чун ăшшине туйса ырăрах пулĕç", – тет тарават кил хуçи арăмĕ.
80-мĕш çулсенче культура вучахĕсем тĕлĕнмелле лайăх ĕçленĕ. Районта 24 колхоз шутланнă тăк, кашни колхозăн хор коллективĕ пулнă. Ĕçпе юрă уявĕнче пысăк сцена янăраса çеç тăнă. Коллективсем ăмăртса пĕринчен тепри лайăх номерсем кăтартнă. Вĕсенчен юлас мар тесе В.Михайлова ĕçтешĕсемпе Шăхасанта хор йĕркеленĕ. Çав хора районти тĕп библиотекăра, больницăра, колхозра, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртра, шкулта ĕçлекенсем çÿретчĕç. Çав вăхăтрах йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртра ĕçлекенсемпе фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ку ушкăнра юрланă çынсене асăнса хăвармаллах пулĕ: Михайлова Евдокия, Иванова Валя, Платонова Юля, Александрова Зоя, Анисимова Ирина, Петрова Галина, Матвеева Зина çав тери пултаруллă та сăпайлă хĕрарăмсем, кĕпи-саппунне, хушпусене хăйсемех хатĕрлетчĕç. Стеклов Владимир Георгиевич ертсе пынипе ушкăн хамăр районта çеç мар, кÿршĕ районсенче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
Çĕр çине килекен кашни çын хисепе тивĕçлĕ. 1987 çулта культура ĕçĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн В.Михайловăна РФ Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Ытти награда та нумай унăн.
"Шкулта манăн пĕрремĕш учительница Иванова Дина Семеновна пулнă. Вăл ун чухне Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕскер, пирĕнпе питĕ тăрăшса ĕçлетчĕ: вулама, хитре çырма, арифметикăпа хăвăрт шутлама, юрлама, ташлама, тĕрлеме вĕрентетчĕ. Дина Семеновнăна эпир питĕ юрататтăмăр", – аса илет Валентина Васильевна
– Нумай çул иртнĕ пулсан та хамăн ĕмĕте пурнăçлас килчĕ. 1988 çулта Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Тăватă çул питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. 1992 çулта алла диплом илсе Шăхасанти музыка шкулне теорипе вĕрентекен учитель пулса ĕçлеме куçрăм.
Паян Валентина Васильевна музыка пĕлĕвĕ панă нумай-нумай ача хăйсен пурнăçри тивĕçлĕ вырăнне тупса пархатарлă ĕçре вăй хурать. Ахăртнех, вĕсем юратнă вĕрентекенне яланах ырăпа аса илеççĕ.
И.ПЕТРОВА, Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.