23 декабря 2011 г.
Ун чухне шкул директорĕнче Н.Егоров ĕçленĕ. Пĕррехинче ĕçтешĕсемпе пухăнсан музей çинчен калаçу пуçарнă. Чылай çĕрте ял, шкул кун-çулĕпе паллаштаракан музейсем пур, паллă çынсем пулса тăнисем те сахал мар. Янкăлчсем вĕсенчен мĕнпе кая-ха; Хастар ĕçĕпе çĕршывĕпех чапа тухнă ентешсем те, республикăра ырă ят çĕнсе илнисем те çук мар. Вăт çапла çуралнă Çарпа ĕç мухтавĕн музейне уçасси.
Николай Егорович шухăшне хăйĕнпе туслă çыхăну тытакан Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Н.Гаврилов патне çитернĕ. Николай Федорович ырă пуçарăва анлă çул панă. Вăл сĕннипе Шупашкарти "Старко" строительство фирмипе çыхăннă. Пĕр класа пушатса евроюсав тунă. Музей ертÿçи пулма нумай çул ачасене химине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă К.Ивановăна лартнă. Калиса Михайловна пуçĕпех ĕçе кĕрсе ÿкнĕ. Музей валли экспонатсем пуçтарма ĕçтешĕсем, ял çыннисем, шкулта вĕренекенсем, кунтан пурнăç çулĕ çине тăрса хăйсен ĕçĕсен ăстисем пулса тăнă ентешĕсем пулăшнă. Музее тăратнă япаласенчен пĕрремĕшĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин пирĕн чаплă ентешĕмĕре, Раççей Паттăрне Н.Гаврилова асăнмалăх "Ĕçшĕн тав туса тата хисеплесе" тесе çырса, алă пусса панă вымпел пулнă. Николай Федорович кашни килмессерен музее мĕн те пулин парса хăварнă. Халăх пултарулăхĕн çуртне уçма Мускавран та, Шупашкартан та нумаййăн килнĕ. Паллах, пĕри те пушă алăпа пыман. Вĕсем парса хăварнă япаласем кунта упранаççĕ, килен-каянсене хăйсем çине пăхтараççĕ.
Эрне пуçламăшĕнче Раççей Геройĕ Н.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулта Çарпа ĕç мухтавĕн музейне уçнăранпа 5 çул çитнине паллă турĕç. Хăнасене кадетсем, шкул ачисем, учительсем, ял çыннисем кĕтсе илчĕç. Тăман вĕçтернине пула палăртнă вăхăтран каярах çитнĕ Н.Гаврилов шкул картишĕнче ларакан вертолет-палăк умне чечек çыххи хучĕ. Унпа пĕрле мăшăрĕ Татьяна Дмитриевна та пур.
"Офицеры" фильмри кĕвĕ янăракан музее Николай Федоровичпа мăшăрĕ, амăшĕ Мария Мироновна, районтан килнисем, çывăхри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кĕчĕç. Кадетсен класĕнче вĕренекен Ю.Иванова, А.Петров, И.Иванова, С.Васильев, К.Шемякина, В.Васильев музей историйĕпе, унти экспонатсемпе паллаштарчĕç. Музей ертÿçи К.Иванова аса килнĕ паллă самантсене гидран кая мар ăнлантарса паракан пакунлă яшсемпе хĕрсен сăмахĕсене пуянлатрĕ.
– Пилĕк çул хушшинче музее 8 пин ытла çын кĕрсе курнă. Республика тулашĕнчен килнисем те сахал мар. Кунти экспонатсемпе паллашакансен пысăк пайĕ – шкулта вĕренекенсем. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн музее Пĕтĕм Раççейри вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕн Хисеп кĕнекине çырса хунă. Пирĕн пата килекенсене "Офицеры" юрă кĕввипе йышăнасси çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ăна эпир музей гимнĕ тăвас терĕмĕр, – терĕ Калиса Михайловна.
Н.Гаврилов унăн пуçарăвне ырласа йышăнчĕ.
– Чылай çĕршывра пулма тÿр килчĕ мана. Вĕсенче кашнинчех музее пысăк пуянлăх вырăнне хураççĕ. Чăнах та çапла ĕнтĕ. Çуралнă вырăна пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе килетĕп. Кунта кăмăл-туйăм çĕкленет, хама çĕр çинчи чи телейлĕ çын пек туятăп. Музей вăл – ырă ĕçсен, сайра тĕл пулакан, вăхăт иртнĕçемĕн манăçа тухнă япаласен пухмачĕ, хастар ĕçĕпе чапа тухнă, Тăван çĕршыв хуралĕнче, çар службинче палăрнă çынсем çинчен каласа паракан хăйне евĕрлĕ кĕнеке. Ăна эпир хамăр ачасем, вĕсен ачисем, тĕрĕсрех каласан, пулас ăру валли сыхласа хăваратпăр, упратпăр. Çавăнпа та хамăр хыççăн ырă ят хăварасси – кашнин таса тивĕçĕ, – терĕ хаклă хăна.
Николай Федоровичпа Татьяна Дмитриевна Гавриловсем К.Ивановăна ырă ĕçе малалла та ăнăçлă туса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç, хисеплесе те юратса хитре кăна жакет парнелерĕç. Калиса Михайловна хăй те парăмра юлмарĕ. Çĕнтерÿ кунне уявланă вăхăтра шкулти музейра Н.Гаврилов генерал-лейтенант офицер-ентешсемпе тĕл пулнă чухне тунă фотоÿкерчĕке пысăклатса рамкăна вырнаçтарнă. К.Иванова ăна Николай Федоровича парне вырăнне асăнмалăх пачĕ. Райадминистрацин Тав çырăвне музей ертÿçи Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен А.Кротовран илчĕ.
Малалла уяв шкулăн спорт залĕнче тăсăлчĕ. К.Иванова музей экспоначĕсене пуянлатма пулăшнă çынсене чун-чĕререн тав турĕ. Кунтах тĕрлĕ япала паракансем те пулчĕç. Педагогика ветеранĕ В.Алексеев хăй вĕрентсе кăларнă классен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе килнĕ. Сивçырма ялĕнче пурăнакан В.Федорова ал ĕçĕ тума ăста, музее 5 çул тултарнă ятпа саламласа чăваш наци тумĕпе илемлетнĕ пукане тата тĕрлĕ çулта юбилей ячĕпе кăларнă тимĕр укçасен пуххине парнелерĕ. Халăх умне Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Р.Желудкин подполковникăн амăшĕ Александра Константиновна тухрĕ, унăн сăмахне чуна ыраттармасăр итлеме çук. Чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç, вăл шутра Н.Гаврилов мăшăрĕн Татьяна Дмитриевнăн та. Вăл чăвашла пĕлмест пулин те, ывăлне çухатнă амăшĕн нихçан тÿрленми суранне сассинченех, сăн-питĕнченех чĕрипе туйса илчĕ. Николай Васильевичпа Александра Константиновна Желудкинсем шкул музейĕнчи экспонатсен хисепне Федераллă хăрушсăрлăх службин офицерĕн, вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă ывăлĕн, Русланăн, кĕске те паттăрла пурнăçĕ çинчен каласа паракан фотокĕнекепе ÿстерчĕç. Янкăлч тата Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕсем тахçанах туслă çыхăну тытаççĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿресех тăраççĕ. Кÿршĕри вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ З.Кузьмина хăйĕнпе пĕрле Йĕпреç районĕн энциклопедине илсе килнĕ. "Çак кĕнеке валли те музейра вырăн тупăнасса шанатăп", – терĕ Зоя Юрьевна. Паллах, тупăнать. Ун пек паха экспонат тĕттĕм кĕтесре тусанланса выртмĕ.
Шкул директорĕ С.Васильева Николай Федоровичпа Татьяна Дмитриевнăна паянхи кун нумайлăха асра юлтăр тесе Хисеп хучĕ тата парне пачĕ, шкула пулăшса тăнăшăн пуç тайса тав турĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та хăна пирки чылай ăшă сăмах каларĕ. "Музей пурри вăл – яла сыхласа хăвармалли пысăк утăмсенчен пĕри. Çирĕпленсех, экспонатсемпе пуянлансах пытăр вăл, асаттесен йăли-йĕркине, çи-пуçне, ĕç хатĕрне ламран лама куçарса пытăр", – терĕ Юрий Серафимович. Музейĕн пĕчĕк юбилейĕ ячĕпе салам сăмахĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров та тупрĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ А.Петров чăтса лараймарĕ, телей те ăнăçу сунма халăх умне тухрĕ, шкул воспитанникĕсене музей курма йыхравланине хапăл туса йышăннине пĕлтерчĕ. Ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн, хисеп тунăшăн Раççей Паттăрĕ Н.Гаврилов ентешĕсене чун-чĕререн тав турĕ, кашни вĕрентекене конверт пачĕ. Ун ăшĕнче мĕн выртни пирки çырса тăмăпăр, çакна çеç каласа хăварар, ăна илекенĕн сăнĕ çуталса савăнăçпа çиçрĕ.
Кадетсен класĕ – шкулăн мăнаçлăхĕ. Класăн тьюторĕ – Н.Егоров. Вăл ертсе пынипе пакунлă яшсемпе хĕрсем республикăра, районта иртекен çарпа спорт вăййисенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республикăри кадет класĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра янкăлчсем ялсенчи кадетсем хушшинче мала тухса 50 пин тенкĕ гранда тивĕçнĕ. Николай Егорович каланă тăрăх,кадетсен класĕнче вун тăваттăн, вĕсенчен 12-шĕ хăйĕн шăпине çарпа çыхăнтарасшăн, пĕлĕвне çар училищисенче ÿстерес тĕллевлĕ. Шкул директорĕ С.Васильева тăрăшулăхпа пуçарулăхшăн кашни кадета Тав çырăвĕ пачĕ.
Кадетсем ташланă вальс, К.Сергеева вĕренекен, вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова шăрантарнă чăваш юррисем, вĕрентекенсен ансамблĕ Алла Пугачева репертуарĕнчи халăх хушшинче анлă сарăлнă "Этот мир" юрра юрлани, хĕрачасен ушкăнĕ кăтартнă ташă залра ларакансене ывăнма памарĕ, вĕсен кăмăлне ирĕке ячĕ. Кадетсем стройпа утас ăсталăха, ал вĕççĕн çапăçмалли меслетсене кăтартрĕç. Мероприятие шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Феофанова ертсе пычĕ.
Музейĕн çуралнă кунĕ сĕтел хушшинче тортпа чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Шкул çулĕсене, пĕрле вĕреннисене аса илчĕç. Н.Гаврилова тăван тăрăха сайра килнине кура ытларах калаçтарчĕç.
В.АЧЧА.