АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх тухтăрĕсем канашланă

23 декабря 2011 г.

Канашри ветеринари станцийĕн актовăй залĕнче ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енĕн Канаш зонинчи ветеринари лабораторийĕн директорĕ А.Нестеров хутшăннă.

Л.Данилова ветврач выльăх чирĕ анлă сарăласран хÿтĕленсе мĕнле мероприятисем ирттерни тата диагностика тĕпчевĕсем мĕн чухлĕ туни çинчен доклад туса панă. Çавăн пекех вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче выльăхсене ерекен чирсем енĕпе мĕнле эпизоотиллĕ лару-тăру пулнипе паллаштарнă, уйрăмах сыснасен африка чуми, бруцеллоз тата уртаракан чирсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

Ветеринари специалисчĕсемпе "Çĕпĕр язви – зооантрпонозăн хăрушă чирĕ" темăпа черетлĕ заняти ирттернĕ. Районăн тĕп ветврачĕ А.Степанов чирсемпе мĕнле кĕрешмелли тата вĕсенчен мĕнле асăрханмалли, инкек ан пултăр тесен мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен каласа панă, 11 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. С.Валетова кăçалхи 11 уйăхра мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕсене çĕнетес енĕпе мĕнле ĕçленине пăхса тухнă, районти хуçалăхсенче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентересси мĕнле пыни çинче чарăнса тăнă.

А.Нестеров ветеринари службин лабораторийĕ кăçал тунă ĕçĕсем пирки сăмах илнĕ, килес çул тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика