АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхаттарни усал тăвассинчен пăрать

21 декабря 2011 г.

Районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен ушкăнĕ ачасене вĕренÿрен пăрăнса çапкаланса çÿрессинчен сыхлассине, социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе ăнлантару ĕçĕсем йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттересси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Районти полици пайĕн профилактика учетĕнче паян çул çитмен 47 çамрăк тата 19 çемье шутра тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 39 ачана учета илнĕ, 35-шне çул çитнипе учетран кăларнă. Йĕркене пăсакан ачасемпе эпир вĕсем вĕренекен, ĕçлекен тата пурăнакан вырăнта тĕл пулса калаçусем ирттеретпĕр, саккуна пăсма юраманни çинчен каласа ăнлантаратпăр. Кун пек ачасене çĕрлехи вăхăтра вырăна тухса тĕрĕслетпĕр, вĕсене кружоксемпе секцисене явăçтарма тăрăшатпăр.

Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма 7 ĕç хатĕрленĕ. Сиккасси, Шаккăл, Хучел, Шелттем, Карăклă, Шăхасан, Уçырма, Асхва, Вăтапуç, Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче рейдсем ирттернĕ. Ачисене воспитани парассинчен пăрăнакан 149 ашшĕпе амăшне административлă йĕркепе явап тыттарнă, ачисем ÿсĕр пулнăшăн 5 ашшĕ-амăшне штраф тÿлеттернĕ, çул çитменнисене эрех ĕçнĕ çĕре явăçтарнăшăн 1 протокол çырнă, Чăваш Республикин "комендант сехечĕ" çинчен калакан саккуна пăхăнманшăн 59 ашшĕ-амăшĕн питне хĕретме тивнĕ. Çавăн пекех ачасене пирус сутнăшăн 7 сутуçă тĕлĕшпе протокол тăратнă.

"Космонавт" лагерьте канакансемпе тата ĕçлекенсемпе терроризма хирĕçле темăпа, кĕсье телефонĕсемпе ытти хаклă япаласен управлăхĕ çинчен калаçу ирттернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа "Условник", "Çемье тата ачасем", "Милици тата ачасем", "Лидер", "Çул çитмен çамрăк" операцисене темиçе тапхăрпа ирттернĕ.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен ушкăн "Канаш ен" хаçатпа тачă çыхăнура ĕçлет.

А.ИВАНОВА, районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика