АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн калани асра юлтăрччĕ

21 декабря 2011 г.

Кĕçнерни кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче çамрăксен пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми – "Йĕркене пăсассинчен тата çамрăксем хушшинче виçерен иртекен ĕçсем тума пăхассинчен асăрхаттарасси". Çак калаçăва районти вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова ертсе пынипе 50 ытла каччăпа хĕр хутшăнчĕ.

Информкуна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров уçрĕ. "Пĕрле пухăнса пĕр-пĕрне ăнланса калаçни кирек мĕнле ыйтăва та сÿтсе явса тĕрĕс йышăну тума, йывăр та кăткăс лару-тăруран тухма май парать, çитĕнÿсем тумалли çулсене суйласа илме пулăшать. Пирĕн пурнăçа тухăçлă аталантарас, лайăх кăтартусем çĕнсе илес тесен çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, вĕсене пулăшсах тăмалла, хавхалантармалла", – терĕ Константин Анатольевич. Унăн сăмахĕсене малалла тăсса А.Павлова районта волонтерсен юхăмĕ вăй илсе пыни çинчен каласа пачĕ. Районта волонтерсен йышĕнче 437 яшпа хĕр. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшаççĕ, палăксене тирпейлесе тăраççĕ тата ытти нумай ырă ĕç тăваççĕ. Юлашки вăхăтра сывлăх командисем йĕркелене пуçларĕç. Кашни шкултах пур вĕсем. Çак командăсем тĕрлĕ спорт вăййисем, культура мероприятийĕсем йĕркелесе ирттереççĕ. Уçырма вăтам шкулĕнче вĕренекен С.Абузова, С.Козлова, Д.Львова, Е.Тарасовăна, Р.Егорова, Н.Петровăна, М.Алексеева волонтер кĕнекине пачĕç. Вĕсене ырă ĕçе пуçăннă ятпа К.Никоноровпа А.Павлова саламларĕç.

Юлашки çулсенче ВИЧ тата СПИД чирĕсем çинчен час-час калаçма пуçларĕç. Районта пуçласа хăрушă чире хальхи ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕнче тупса палăртнă. Вĕсем – упăшкипе арăмĕ. Кăçал СПИД ернĕ 12 çынна шута илнĕ. Вĕсен вăтам çулĕ – 20-35. Нумайăшĕ çак чире ар çыхăнăвĕ урлă çаклатнă. Укçа ĕçлесе илес тесе çĕршывăн тĕрлĕ регионне, чылай чухне Мускав тата Питĕр хулисене, Мускав облаçне, каяççĕ те килĕсене ыратман пуçне ыраттарса таврăнаççĕ. ВИЧран тата СПИДран мĕнле асăрханмалли çинчен залра ларакан яш-кĕрĕме район больницин инфекционист врачĕ А.Игнатьев каласа пачĕ. Ыйту та нумай пачĕç ăна, пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ.

Канаш хулипе районĕн çыннисене ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центрăн профориентаци тата професси вĕренĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Петрова ансат чĕлхепе паянхи пурнăç ытларах мĕнле специальноçсене кăмăллани, килĕшекен ĕçе Интернет урлă мĕнле тупмалли, резюме çырмалли йĕрке, центр çĕнĕ професси илме ятарлă курссем уçни çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ. Пурнăç çулĕ çине тухнă, тухма хатĕрленекен çамрăксене, чылайăшĕ шăпине мĕнле ĕçпе çыхăнтарасси çинчен тĕплĕн шухăшласа та пăхман, ĕç кĕнекине мĕн ĕçрен пуçласси самаях шутлаттарать. Кашниех Надежда Вячеславовнăн хуравĕпе кăмăллă юлчĕ. Итлесе ларакансене "Технология поиска работы" буклет валеçсе пачĕç.

Районти полицин обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ А.Васильев "Районти асăрхаттару ĕçĕсен системи. Йĕркелĕхе сыхласси. Çамрăксен массăллă мероприятийĕсенче йĕркелĕхе сыхлас ĕçе çамрăксене явăçтарасси" темăсемпе тухса калаçрĕ. Александр Николаевич районта преступлени тăвасси 8 процент чакнине, çав вăхăтрах ÿсĕрле усал ĕç тăвасси тăруках ÿссе кайнине палăртрĕ. Вăл ăнăçсăр çемьесемпе епле ĕçленипе паллаштарчĕ, халăх дружинисен рейчĕсем, ашшĕ-амăшĕн патрулĕсем çинчен сăмах хускатрĕ, полицире çул çитмен 47 çамрăк шутра тăнине пĕлтерчĕ.

Районта тĕрмерен тухнисем 34-ăн. Вĕсем каллех преступленин шуçлак çулĕ çине ан тăччăр тесе мĕнле ĕçсем туни çинче Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн полицин участокри уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Э.Яковлев чарăнса тăчĕ.

Уçырма, Вăтакас Кипеч тата Ухман ял тăрăхĕсен çумĕнчи Çамрăксен канашĕсене "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хастар хутшăннăшăн грамотăсем парса хавхалантарчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика