АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăкран тухнисемпе калаçнă

21 декабря 2011 г.

Полицин участокри уполномоченнăйĕн ĕçĕнче преступлени тăвассинчен тата йĕркене пăсассинчен асăрхаттарасси – чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри. Ку енĕпе профилактика канашĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Унăн ларăвĕсенче çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Ларусене преступлени тăвас е йĕркене пăсас енне сулăннă çынсене, çавăн пекех полицире шутра тăраканнисене чĕнеççĕ.

Нумаях пулмасть Янкăлч ял тăрăхĕн администрацийĕнче профилактика канашĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта Янкăлч тата Пукăртан ялĕсенчи саккунпа питех туслă маррисене, ăнăçсăр çемьесене чĕннĕ. Вĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секцийĕн заведующийĕ В.Ильин, полицин участокри уполномоченнăйĕ Э.Васильев, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн полици пуçлăхĕ Ш.Талипов, Янкăлч вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ Т.Петрова калаçнă. Йĕркене пăсас туртăм пур çынсем çумне вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсене çирĕплетме йышăннă.

Э.ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика