21 декабря 2011 г.
Терроризмпа кĕрешессин тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин комиссийĕсем пĕрлехи лару ирттернĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Канаш хулипе тата районĕпе пушар хăрушсăрлăхне пăхса тăракан пайăн пуçлăхĕ Ф.Смирнов уявсем умĕн çуртсене хупса хăварас умĕн тĕплĕн тĕрĕслемеллине аса илтернĕ, вĕсен картишĕсене тимлĕн пăхса çаврăнмаллине палăртнă. Ял урамĕсем, çуртсем патне пымалли çулсем ирĕк пулччăр тесе тăрăшмалли çинчен те сăмах пуçарнă.
Райадминистрацин вĕренÿ пайĕн ĕç хăрушсăрлăхĕн инженерĕ А.Максимов вĕрентÿ учрежденийĕсене пурне те пушар сигнализацийĕсемпе тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. Ачасен пурнăçĕ хăрушсăрлăха кĕрсе ан ÿктĕр тесе ытти мерăсем те йышăннă. Çĕнĕ çул елкисем ирттернĕ вăхăтра администрацин яваплă çыннисен, вĕрентекенсен тата ачасен ашшĕ-амăшĕн дежурствине йĕркелеççĕ. Вĕсем раштавăн 29-30-мĕшĕсенче пулĕç, каçхине 8 сехетре вĕçленĕç. Районăн топливăпа энергетика комплексĕн объекчĕсене терроризмран тата вут-кăвартан асăрхаттарас енĕпе лару-тăру мĕнле пулни пирки "Дортехсервис" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Е.Поверный, "Промремстрой" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорĕ С.Иванов, "Чувашсетьгаз" пĕрлĕхĕн Канашри филиалĕн директорĕ В.Стерлядкин каласа панă. Комиссисен килес çулхи ĕçĕсен планĕпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе К.Никоноровпа администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров паллаштарнă.
А.ТЯМИНА.