АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăшлисен тĕллевĕ – çĕршыв тĕрекĕ

16 декабря 2011 г.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ертÿçипе, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕпе Владимир Путинпа тата çĕршыв Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа пĕр шухăшлисен Шупашкарта иртнĕ митингне 3 пин ытла çын хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ", çамрăксен ытти юхăмĕн представителĕсем, парти членĕсем, парти майлисем çĕршыв ертÿлĕхĕ тытса пыракан çул-йĕре ырланă. Партин регион политканашĕн секретарĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Николай Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай тата ыттисем çамрăксен обществăпа политикăри пĕлтерĕшĕ, халăх депутатсен çĕнĕ корпусне шанни, тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пурте пĕрле тăрăшса ĕçлеме кирли, çавăн чухне кăна ÿсĕм тума пултарни çинчен каланă. Митинга пухăннисем 2012 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи Раççей Президенчĕн суйлавĕнче Владимир Путин кандидатуришĕн сасăлама чĕннĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика