16 декабря 2011 г.
Пилĕк хутлă çуртăн тăваттăмĕш хучĕн картлашки çинче Широков Л.Долговăпа, Д.Долговпа тата Ореховпа (тăваттăшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă) хирĕлме тытăннă. Хирĕçÿ сăлтавĕ акă мĕнре. Широков ĕç хыççăн пĕрле ĕçлекен тусĕсемпе эрех ĕçнĕ. Килне питĕ кая юлса таврăннă. Килĕнче унпа арăмĕ хушшинче харкашу пулса иртнĕ. Мĕншĕн тесен лешĕ урă кунсене мана пуçланă. Ялан тенĕ пекех кÿршĕ хваттерте пурăнакан Л.Долговăпа пĕрле карланкине хаяр шĕвекпе чÿхенĕ. Широков ун патне каçса сассине хăпартса тăн пама шутланă. Унпа пурăнакан арçын та пĕрмаях Широковăн мăшăрĕ хутне кĕнĕ. Мĕншĕн тесен тăтăшах пĕрле пухăнса эрех ĕçсе кăмăлĕсене çемçетнĕ.
Алăкран шаккасан Л.Долгова тухнă. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер чĕлхине тÿрех ирĕке янă. Çав вăхăтра вĕсем патне икĕ çамрăк пынă. Широков вĕсемпе те çĕтĕлме тытăннă. Кĕсйинчен хăй ăсталанă çĕççе туртса кăларнă та виççĕшне те хырăмран чиксе амантнă.
Суд Широкова сакăр çула хупнă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.