АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшнипе

16 декабря 2011 г.

Финанссен тĕрлĕ çăлкуç шучĕпе кăçал районта пурăнмалли çуртсен 36100 тăваткал метрне хута янă. Çакă – пĕлтĕрхи шайăн 103 проценчĕ. Федерацин "Граждансене çĕрĕшнĕ тата ишĕлекен çуртсенчен куçарасси" программăпа килĕшÿллĕн 2011 çулта 16 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тума тытăннă. Вăл 15260,9 пин тенке ларать. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 7 тăлăха, нумай ачаллă 1 çемьене пурăнмалли çуртсемпе тивĕçтерме 5197 пин тенке яхăн уйăрнă.

Федерацин "Çамрăк çемьесене хваттерпе е пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программин "Пурăнмалли çурт" хушăмне пурнăçлама кăçал 2011-2015 çулсем валли республикăран 3453,715 пин, федерацирен 1900,962 пин, вырăнти бюджетран 863,423 пин тенкĕ уйăрса панă. Социаллă тÿлевсем тăратма 14 çемье ĕнентерÿ хучĕ илнĕ.

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тылра ĕçленĕ 139 çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма шута илнĕ. 52-ĕшне пурăнмалли çурт тума е хваттер туянма укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтерекен документсем панă. Пĕтĕмĕшле сумма – 5324 пин тенкĕ.

Федерацин "Ялсен пурнăçне 2013 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программăн çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çинчен калакан пайне пурнăçа кĕртме 3077 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран – федераци бюджетĕнчен 2242,2 пин, республика бюджетĕнчен 395,66 пин, ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен 439,64 пин тенкĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакан 5 çамрăк çемье свидетельствăсем илнĕ, 4 çемье 2010 çулхи обязательство шучĕпе вырăнти бюджетсенчен – 918,41 пин тенкĕ.

Ялти граждансене пурнăç условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлевсем тăратма 2908,8 пин тенкĕ янă: федераци бюджетĕнчен 2133,18 пин, республика бюджетĕнчен 387,81 пин тенкĕ, ыттисем – ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен. Свидетельство илнĕ çемьесем – 9-ăн. Вырăнти бюджетсенчен 2010 çулхи обязательство шучĕпе 6 çемье – 337,28 пин тенкĕ.

Уçырма ялĕнче пурăнакан 24 çулти А.Васильеван ачалăхĕ йывăрлăхра иртнĕ. Ăна амăшĕ çуратмалли çуртра пăрахса хăварнă. Малтан Улатăрти, кайран Пăрачкаври интернат шкулсенче вĕреннĕ. Тăван яла таврăнсан Настьăна пурнăçне йĕркелесе яма пулăшнă. "ПМК-400" тулли мар яваплă пĕрлĕх строителĕсем хĕре хăтлă çурт туса панă. Стройка авăн уйăхĕнче пуçланнă, раштав пуçламăшĕнче Настя çуртăн техпаспортне илнĕ.

Пурăнакан вырăнтан тарса килнĕ Р.Самаркинăна Канаш тăрăхĕ хăйĕн ытамне илнĕ. Унăн амăшĕ çут тĕнчене Уçырма ялĕнче килнĕ. Ашшĕ даргинец пулнă. Федерацин "Пурăнмалли çурт" программи Райсат Султанбековнăна тата унăн икĕ ачине Канашра хăтлă хваттерлĕ пулма пулăшнă.

"Çамрăк çемьесене пурăнмалли çуртпа е хваттерпе тивĕçтересси" программăпа килĕшÿллĕн çак ялсемех – Бориспа Оксана Сергеевсем тата вĕсен икĕ тĕпренчĕкĕ – патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмарĕç. "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программа "Нива" фермер (хресчен) хуçалăхăн ертÿçине А.Иванова, мăшăрне Людмилăна хваттер туянма пулăшрĕ. Ивановсем икĕ хĕр ÿстереççĕ. Çак программăпах район больницинче сестрара ĕçлекен Н.Александрова тата Ю.Николаев строитель çемйисем çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç. Нумаях пулмасть Андреевсен, Николаевсен çемйисем те "йăва" çавăрнине паллă турĕç.

Вырăскас Пикших ялĕнче А.Михайлова салтак арăмĕ пурăнать. Александра Ильинична 83 çула çитнĕ. Мăшăрĕпе, Григорипе, икĕ ача çитĕнтернĕ çурта иртнĕ ĕмĕрĕн варринчех тунă. Кил хуçи салтакран 1951 çулта тин таврăннă. 1977 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Унăн мăшăрĕ райпора бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл пурăнакан çурт кивелсе çĕрĕшнĕ. Федерацин вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене пулăшма хатĕрленĕ программа ватă хĕрарăма пулăшусăр хăварман. Халĕ Александра Ильинична хăтлă кирпĕч çуртра пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем ун патне килсех тăраççĕ.

Ялсенче çĕнĕ çуртсен хисепĕ ÿссех пырĕ. Вĕсем хушшинче патшалăх пулăшăвĕпе çĕкленнисем те нумайланĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика