14 декабря 2011 г.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче Ульяновск хулинче авиашоу ирттернĕ чухне çĕршывăн тĕрлĕ хулинчи 10 парашютист, вĕсем 51 çултан пуçласа 78-ччен, "кукурузник" бортĕнчен ушкăнпа сикнĕ. Пиллĕкĕшĕ – Шупашкартан. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш, Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Майя Костина.
Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев пиллĕкĕшне те Пĕтĕм Раççейри рекордсменсен ятне çирĕплетекен сертификатсем панă. Вĕсене тав тума тата ăшă сăмахсем калама Ульяновскран "Раççей рекорчĕсен кĕнеки" информаци агентствин представителĕ Сергей Косинский çитнĕ. Вăл пирĕн ентешсене Ульяновскри Физкультурăпа спорт департаменчĕн Тав çырăвĕсене панă.
А.ВИТАЛЬЕВ.