АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автомашина хыпса илнĕ

14 декабря 2011 г.

Нумаях пулмасть Янкăлч ялĕнче ГАЗель автомашина çунма пуçланă. Канаш хулинчен пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитиччен ял тăрăхĕнчи вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем ăна сÿнтерме ĕлкĕрнĕ. Çулăм двигатель отсекĕнчен алхасса тухни паллă.

Тимлĕ пулăр: автомашина çунма тытăннине тÿрех сисме пулать. Кабинăра бензин е ĕнĕк шăрши кĕни, капот айĕнчен тĕтĕм тухни – кĕçех çулăм ялкăшса тухассине асăрхаттараççĕ.

Автомашина айне тăкăннă топливăна сÿнтернĕ чухне огнетушительпе усă курăр, кăпăка е порошока хĕрринчен варринелле сирпĕтĕр. Капот айĕнчи çулăма сÿнтернĕ чухне ăна асăрханса уçăр, çав вăхăтра хăвăр айккинерех тăма тăрăшăр. Çунакан вырăна огнетушительпе усă курса, брезент татăкĕ витсе, тăпра е юр сапса сÿнтерĕр. Хăвăр çупа е бензинпа варăланнă пулсан вут-кăвар çывăхне ан пырăр, топливо бакĕ çурăлса каясран асăрханса аяккарах пулма тăрăшăр (10 метртан çывăхра инкек вырăнĕнче çын пулмалла мар).

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитиччен çывăхра ларакан автомашинăсене шывпа сапса тăрăр, май килсен аяккарах куçарса хума тăрăшăр. Çунакан автомашина кабининче çын пуррине асăрхасан ăна унтан кăларăр, "васкавлă пулăшу" чĕнĕр. Вут-кăвара сÿнтернĕ хыççăн ГИБДД инспекторĕсене пĕлтерĕр.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика