14 декабря 2011 г.
Галина Павловна Николаевăна Сухайкасси ялĕнче нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вăл 1946 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районне кĕрекен Саруй ялĕнче çуралнă. Галина çемьере асли пулнă, çавна май мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Ватлăх куçран пăхать пулин те ĕçрен халĕ те хăраса тăмасть вăл.
Г.Николаева 1965 çулта Вăрмар районĕнчи Урнар вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1966 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенче спортпа туслă пулнă. Çав çулах Гальăн йăмăкĕ медицина училищин студенчĕ пулса тăнă. Пĕр харăс икĕ ачине вĕрентсе кăларма çăмăл пулман ашшĕпе амăшне. Хĕрсен амăшĕ вĕрентекен пулса ĕçленĕ, ашшĕн алли кирек мĕнле ĕç патне те çыпăçнă.
Галя диплом илсен Сухайкасси каччипе паллашнă, çамрăксем çемье чăмăртанă. Михаил Николаевичпа иккĕшĕ вĕсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисене ура çине тăратнă вăхăтра Галина Павловна Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр аслă пĕлÿ илесех тенĕ вăл.
Г.Николаева малтанлăха Сухайкасси шкулĕнче пионер вожатăй ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Хучелте, Аслă Мамире, Ухманта, Вырăскас Пикшихре, ялти шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă ĕнерхи шкул ачисем халĕ пысăк вырăнсенче ĕçлеççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть педагог. Вăл картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Галина Павловна ялти ветерансен канашне те ертсе пырать. Ял халăхĕ хисеплет ăна. Эпир хамăртан ăна ырлăх-сывлăх тата телей сунатпăр.
Сухайкасси ялĕнче пурăнакансем.